Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Коронавирус çулне пỹлес тĕллевпе

Район территорийĕнче коронавирус инфекцине сарăлма парас мар тесе мĕн пур санитарипе эпидемиологи требованийĕсене пăхăнса çын йышлă пулакан вырăнсене, вăл шутра автовокзала, маршрутпа рейса тухса каякан автобуссене, чарăну вырăнĕсене ятарлă шĕвекпе дезинфекцилеççĕ. Автобус водителĕсен те йĕркене çирĕп пăхăнмалла, кашни рейс хыççăн салона дезинфекцилемелле. Çавăн пекех районти ял тăрăхĕсенче маска режимне, самоизоляцие вырăнта пăхăннине, суту-илỹ магазинĕсенче йĕркене, дистанцие шута илнине тĕрĕслес тĕллевпе кашни кунах ятарлă мобильлĕ ушкăн çула тухать.

 Коронавирус инфекцийĕ малалла ан сарăлтăр тесен пурте пĕр çын пек пулса йĕркене çирĕп пăхăнни, кашни хăйĕн тата ытти çынсен сывлăхне упрани хальхи вăхăтра пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та пĕрлехи вăйпа, пĕр-пĕрне ăнлансан çеç çак йывăрлăха çĕнтерме пултаратпăр. Çветуй Троица умĕнхи вилнисене асăнмалли кун масар çине каясран тытăнса т ăни те усал чирĕн çулне пỹлес тĕллевпех çыхăнн

А. НИКОЛАЕВА

Авангард



02 июня 2020
17:13
Публикации
Поделиться