Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Конкурсра палăрнă

Республикăри "Чи лайăх кадет" смотр-конкурса пĕтĕмлетнĕ. Унта вĕренỹ организацийĕсенчен 19 ĕç тăратнă пулнă.

 Конкурсантсен тĕрлĕ критерине шута илнĕ. Тăрăшса вĕреннине мала хунă. Ăсталăхне, спортри, тĕпчев ĕçĕнчи пултарулăхне тишкернĕ. Патриотла туйăмĕсем аталаннине пăхнă. 70 балл ытларах пухма пултарнисене палăртса хăварнă. Вĕсене кăкăр çине çакмалли "Чăваш Республикинчи чи лайăх кадет" паллăпа чысланă. Ăна тăххăрăн тивĕç пулнă. Вĕсенчен пĕри - Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекен В. Иванова.

 Г. КРАСНОВА

Авангард



29 мая 2020
14:03
Хроника
Поделиться