Субботника тухма та ĕлкĕрчĕç

ÇУРКУННЕН пĕрремĕш уйăхĕ чунсенче ырă та ăшă туйăма вăратнипе пĕрлех çанăсене тавăрма та хистет: ака-суха ĕçне пикенсе хатĕрленмелле, тавралăха тирпейлемелле. Акă, иртнĕ эрнере сар хĕвел хăйĕн пайăркисемпе илĕртнĕ вăхăтпа усă курса районти хăш-пĕр ял тăрăхĕнче пуçласа субботника тухма, хĕл каçа урамсенче пуçтарăннă çỹп-çапа пĕрремĕш хут тасатма та ĕлкĕрчĕç. Патăрьел, Çĕньял, Тăрăн, Аслă Чемен ял тăрăхĕсенче тирпей-илемпе çыхăннă малтанхи мероприятие пысăк хастарлăхпа ирттерсе ячĕç. Малашне вара ăна кашни ялтах çине-çинех йĕркелеме те тивĕ. Кăçал кун валли сăлтавĕ те пысăк. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитнине паллă тăвиччен ялăн сăн-сăпатне капăрлатни, палăксене йĕркене кĕртни пысăк пĕлтерĕшлĕ те, кăмăллă та.

Авангард



17 марта 2020
10:33
2020 год
Поделиться