Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патшалăх пулăшăвĕпе

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам салинче вырнаçнă икĕ потребкооператива çитсе курчĕ, çĕнĕ цехсемпе паллашрĕ. «Баракат» - аш-какай. «Экопродукт» сĕт тирпейлет.

- Тирпейлекен предприятисене вырăнта уçни районшăн кăна маар, республикăшăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ, - палăртрĕ Олег Николаев. - Чăваш Енре хушма хуçалăхра вăй хуракансем чĕр тавар нумай туса илеççĕ. Продукцие тирпейлесе вырнаçтарни шалăва пысăклатма, çулсем, социаллă объектсем тума, ытти тĕллеве те пурнăçлама май парать. Чи кирли - пурнăç пахалăхне тĕпрен лайăхлатма пултаратпăр.

Грант пулăшăвĕн программи пурнăçа кĕме тытăннăранпа республикăри 10 ял хуçалăх потребкооперативĕ 2016-2019 çулсенче 248,9 млн тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕ илнĕ, 110 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ.

Шăнкăртамри тирпейлекен предприятисем 2018-2019 çулсенче 28 çынна ĕçе илнĕ, хатĕр продукцие вырăнтах сутма «Халяль» лавкка уçнă. Олег Николаев унта та кĕрсе курчĕ. «Баракат» тата «Экопродукт» кооперативсен председателĕсем Дамир Земдихановпа Марат Шамбазов республикăри тата районти влаç органĕсене аталанма пулăшнăшăн тав турĕç, хăйсем туса кăларакан тавара хамăр республикăра кăна маар, Атăлçи тăрăхĕнчи ытти регионпа Самар тата Мускав облаçĕсенче те хапăл пуласса пĕлтерчĕç. Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕсем - Олег Мешков, Сергей Семенов, Кирилл Ермолаев - усламçăсене ĕçре çитĕнусем сунчĕç.

Район администрацийĕн çуртĕнче иртнĕ канашлура ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов «Ял территорийĕсене хальхи вăхăтра комплекслă аталантарасси, тĕллевсемпе вĕсене пурнăçламалли çул-йĕр» темăпа доклад турĕ. Олег Николаев мероприятие пĕтĕмлетнĕ май районсен администрацийĕн пуçлăхĕсене Шăнкăртамсен ырă тĕслĕхне ытти муниципалитетсенче те анлăрах сарма чĕнсе каларĕ. Пурте вĕсем пек хастар ĕçлесен палăртнă кирек мĕнле тĕллеве

те парăнтарма вăй çитерессе палăртрĕ. РФ Патшалăх Думин финанс рынокĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет председателĕ Анатолий Аксаков çывăх вăхăтра республикăри Аслă экономика канашĕ ял территорийĕсене аталантарас тĕллевпе сĕнусем йышăнма программа тата çул картти туса хатĕрлес енĕпе ĕçленин, проектсем тăратакансене пулăшма май пуррине пĕлтерчĕ.

 Валентин ГРИГОРЬЕВ

Хыпар



17 марта 2020
10:13
2020 год
Поделиться