Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хисеплĕ ĕçĕн пархатарĕ пысăк

Районти "Авангард" хаçат пуçарăвĕпе йĕркеленсе пыракан "Çулталăк çынни" конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе вулаканăмăра паллаштарнăччĕ ĕнтĕ. Чи нумай сасă пуçтарса çак "титула" çĕнсе илнĕ Халимулла Нуруллович Хамматова паян редакци тĕпелне йыхравларăмăр. Чăн малтанах çак хисеплĕ ят ĕç ветеранĕн чунĕнче мĕнле туйăм çуратнă-ши? Пурнăç илемĕ шутланакан ĕçĕнчи çитĕнỹсем, асра юлнă самантсем, хăйĕн хастарлăхĕпе общество пурнăçне витĕм кỹни, çемьери ырă хутшăнусем, çутă малашлăх - çак тата ытти ыйтусем тавра конкурс çĕнтерỹçипе чуна уçса калаçрăмăр.

Районти "Авангард" хаçат пуçарăвĕпе йĕркеленсе пыракан "Çулталăк çынни" конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе вулаканăмăра паллаштарнăччĕ ĕнтĕ. Чи нумай сасă пуçтарса çак "титула" çĕнсе илнĕ Халимулла Нуруллович Хамматова паян редакци тĕпелне йыхравларăмăр. Чăн малтанах çак хисеплĕ ят ĕç ветеранĕн чунĕнче мĕнле туйăм çуратнă-ши? Пурнăç илемĕ шутланакан ĕçĕнчи çитĕнỹсем, асра юлнă самантсем, хăйĕн хастарлăхĕпе общество пурнăçне витĕм кỹни, çемьери ырă хутшăнусем, çутă малашлăх - çак тата ытти ыйтусем тавра конкурс çĕнтерỹçипе чуна уçса калаçрăмăр.

- Халимулла Нуруллович, сирĕнпе эпир унчченсенче те сахал мар тĕл пулса хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕ пирки статьясем хатĕрленĕ. Эсир сăпайлă та ырă кăмăллă, ĕçчен те пултаруллă çын пулнине пĕлетпĕр. Ваттисем "Сăпайлă сăмах сăрт хускатать" тенĕ евĕр, конкурс çĕнтерỹçисен "клубне" кĕни чăн малтан мĕнле туйăм çуратрĕ-ши?

- Тĕрĕсне калатăп: икĕ хут пысăк яваплăх. Пурнăçра эпĕ ахаль те хамран хам яланах çирĕп ыйтма тăрăшатăп. Паянхи ĕçе нихăçан та ырана хăварман. Ăна ячĕшĕн пурнăçлама та юратмастăп. Манăн тĕп тĕллев - чулпа перекене те çăкăр чĕлли тăсса парасси. Ырă туни ырăпах таврăнать. Апла пулсан "Çулталăк çынни" конкурсра çĕнтерни манăн ырă енсене тепĕр хут ỹстерме, малашне пархатарлă та сăваплă ĕçсем ытларах тума хистет. Тавах маншăн хăйсен сассине панă вулакансене. Пурнăçра пурин те ырлăх-сывлăх пултăр.

- Эсир паян çиччĕмĕш теçеткене ваклатăр пулин те Кзыл Чишма ветеринари участокĕн заведующийĕ пулса тăрăшатăр. Хыçра - 44 çул ĕç стажĕ. Ĕçри пуян опыт, хисеп ĕнер-паян çеç çуралнă енсем мар. Хăвăр çинчен кĕскен вулаканăмăра паллаштарăр-ха.

- Чăн малтан çакна палăртса хăварасшăн. Эпĕ ĕçлĕхлĕ те тăрăшуллă çемьере çуралса воспитани илни маншăн ĕмĕр тăршшĕпех пурнăç маякĕ евĕр пулчĕ. Атте-анне умĕнче (вĕсем иккĕшĕ те çĕре кĕнĕ) паянхи кун та пуç таятăп. Пысăк çемье пулнăран ачалăхăм çăмăлах иртмен темелле. Çавăнпах ĕнтĕ Пăвари ветеринари техникумĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн пĕлĕве малалла аслă шкулта тăсма шутламарăм. 8 класс хыççăнах колхозра тракторист прицепщикĕнче те ĕçлерĕм. Ветеринар специальноçĕпе вара ĕç стажне Тутар Республикинчи Аксубай районĕнчи фермăра пуçларăм. Икĕ çул салтакра пулнă хыççăн та шухăшсем улшăнмарĕç, "Ленинец" колхозра хам специальноçпах ĕçе хăнăхрăм. Мана тỹрех "Березка" ĕне фермин заведующийĕпе ветеринари тухтăрĕ пулма шанчĕç. Пурнăç пăрнăçĕнчи лару-тăру пысăк хуçалăхсене пĕр чăмăртан уйăрса янă хыççăн Кзыл Чишмари ветеринари участокĕн заведующийĕ пулса ĕçлетĕп. Унтанпа та чĕрĕк ĕмĕр çитет ĕнтĕ. Пирĕн яваплăхра Кзыл Чишма, Красномайск, Алманчă, Чĕпкас ялĕсенчи выльăх- чĕрлĕх. Ф. Фазуллина фельдшерпа ĕçе ăнланса, килĕштерсе пурнăçласа пыратпăр.

- Хальхи вăхăтра килти хушма хуçалăхра та йышлă выльăх усракан сахал мар. Васкавлă пулăшу шăнкăравĕсем час-часах пулаççĕ-и?

- Вăл шăнкăравсене эпĕ талăкăн кирек хăш сехетĕнче те йышăнма хатĕр. Выльăха çăлса хăварас тесе çăвăнма кĕнĕ мунчаран тухса кайнă, хăнаран васкаса килнĕ вăхăтсем те пулнă. Чирленĕ выльăх манăн куçран тилмĕрсе пулăшу ыйтнине чĕрепе туятăп. Ăна калаçса лăплантаратăп, ачашлатăп, лăпкатăп. Вăл та чун-çке! Чĕлхи çеç çитмест этем пек ăнлантарма.

- Пурнăçра сăнанă тăрăх, ĕçре пултаруллă çын общество пурнăçĕнче те хастар. Эсир темиçе созыв ĕнтĕ ял тăрăх депутачĕ. Тĕп ĕçпе "халăх тарçин" тивĕçне шайлаштарса пыма йывăр мар-и?

- Ун пек танлаштару манăн нихçан та пулман. Мĕн çамрăкранпах ял халăхĕ мана депутат пулма шанни тĕп ĕçе пурнăçлама çеç пулăшать тесе шутлатăп. Çавăнпа та мана ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе, старостăсемпе пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме те çăмăл. Ял малашлăхĕшĕн, пуласлăхăшĕн пурнăçлакан чылай ĕçре пĕр вăй пулма тăрăшатпăр, сапаланса каймастпăр. Пĕлтĕр, акă, Г. Сафина ентешĕмĕр пулăшнипе масар картисене йăлтах улăштартăмăр, йывăçсене касса тирпейлерĕмĕр. Çỹп-çап реформине пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе те пурте пĕрле ĕçлерĕмĕр. Сăмах май каласан, пирĕн поселенинче халăхăн пысăк пайĕ хытă каяш пуçтармали çăмăллăхшăн вăхăтра тỹлесе пырать. Районта та эпир кăтартуллисен шутĕнче.

- Калаçăва малалла тăснă май, малтанхи ыйту патнех каялла таврăнасшăн. Сирĕн çемье архивĕнче ку таранччен тĕрлĕ шайра тивĕçнĕ награда сахал мар: район администрацийĕн, Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин, Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари службин, Раççей ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисем тата ыттисем те. Сирĕн хисеплĕ ĕçĕн пархатарĕ пысăк. Вĕсен çумне вара сире пур енлĕн хак паракан тепĕр сумлă ят хутшăнчĕ - "Çулталăк çынни - 2019". Çаксенчен хăшне чи пĕлтерĕшли тесе шутлатăр-ши?

- Манăн кун-çула, ĕçе хаклакан парнесем, наградăсем пурте хăйне евĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ, çемье савăнăçĕ. Пĕчченлĕхре вăй мар. Çавăнпа та эпĕ ĕмĕр тăршшĕпе мана ăнланса пурăнакан мăшăрăма -Гелюсе Асхитовнăна, ĕçтешĕмсене пĕрлехи ĕçшĕн тав тăватăп. Районта тухса тăракан "Авангард" хаçат ĕçченĕсене конкурса малалла та тăсма, творчествăра вара пысăк ăнăçу сунатăп.

- Тавах сире уçă калаçушăн. Сирĕн те пурнăçра ырă та çутă малашлăх пултăр.

Альбина ЕГОРОВА калаçнă

Авангард



17 марта 2020
10:45
Поделиться