Пĕрисем пахалăхлă продукци сутаççĕ, теприсем вара...

Уйрăм хуçалăхпа пурăнакансенчен илекен сĕт пахалăхĕ, унăн хакĕ тата сĕт турттаракансене пырса тивекен санитарипе ветеринари требованисем пирки сăмах хускатрĕç Патăрьелĕнчи бизнес-инкубаторта сĕт туянакан пунктсен ертỹçисемпе, представителĕсемпе, сĕт пухакансемпе, ветеринарсемпе иртнĕ канашлура. Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ- экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов, районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ Петр Ефимов тата ветеринари лабораторийĕн заведующийĕ Е. Шадирякова хутшăнчĕç.

Районĕпе 8 пин ытла ĕнене шута илнĕ, унтан пысăк пайне ял халăхĕ усрать. Чылай çемьешĕн сĕт укçа çăлкуçĕ пулса тăнăран 2-3 е ытларах тытакансем те пур. Паха шĕвек пурĕ куллен 110-115 тонна пухăнать пулсан, унтан 70-75 проценчĕ шăпах халăхран туянни. Патшалăха сĕт сутакансем хушшинче те тĕрлĕ кăмăллисем пур иккен. Пĕрисем пахалăхлă продукци сутаççĕ, теприсем вара шыв, тăвар, сахăр патоки, пальма çăвĕ, крахмал, супăнь, глицин, акшар чулĕ, бор е салицил кислоти хушаççĕ. Гипс яракан та пур. Çỹç-пуç вирелле тăрать вĕт çак сăмахсене илтсенех! Çакăн пек япаласене яма хăшĕ-пĕрин алли мĕнлерех çĕкленет-ши? Укçа тăватпăр тесе çын сывлăхĕ пирки те шутламастпăр, çылăхран та, намăсран та хăрама пăрахатпăр пуль çав...

Районти выльăх-чĕрлĕх станцийĕ вырăнти ветеринарсемпе пĕрле час-часах тĕрĕслевсем ирттерет. 2018-2019 çулсенче йĕркеленĕ рейдсен пĕтĕмлетĕвĕпе Шăнкăртам ял тăрăхĕнчи сĕт паракансенчен 42 проценчĕ, Ыхра Çырминчисен- 41, Туçасен - 30, Сăкăт тата Тутар Сăкăт ял тăрăхĕнчисен 32 проценчĕ сĕте шыв хушни паллă. 2020 çулта комисси татах пробăсем илнĕ. Шел пулин те, кăтартусем питех савăнтармаççĕ. Йĕркене пăсакансем çỹлерех асăннă ял тăрăхĕсенче татах нумайăн. Тутар Сăкăтĕнче сĕте тĕрĕсленĕ 30 хуçалăхран 18-че (60 процент), Шăнкăртам ял тăрăхĕнче 82рен 42че (51), Сăкăтра 30тан 14че (47), Ыхра Çырминче 42рен 11че (26 процент) шыв тухнă. Çав вăхăтрах Турхан, Аслă Чемен, Шăхач ял тăрăхĕсем пирки ыррине çеç каламалла. Районти выльăх-чĕрлĕх станцийĕн начальникĕ Петр Ефимов çакă ял тăрăх пуçлăхĕсемпе ветеринарсем тата сĕт пухакансем пĕр сăмах тупса ĕçленипе çыхăннине палăртрĕ. Аслă Чемен ветеринари участокĕн заведующийĕ Татьяна Семенова тĕрĕслев валли илнĕ пробăсене хуçисемпе пĕрле пăхнине пĕлтерчĕ. Кун пек чухне пĕри те хирĕçлесе сăмах калаймасть. Çавăн пекех сĕте шыв хушакансен списокне пурте куракан вырăна çакса хураççĕ. Турхан ял тăрăхĕнче те çаплах тăваççĕ.

- Йĕрке тăвас тесен шыв хушнă сĕте пĕр предпринимателĕн те туянмалла мар, - терĕ П. Ефимов сĕт пухакансене.

- Первомайски ял тăрăхне кĕрекен Пỹртлĕпе Сител ялĕсенче эпир Патăрьел райповĕпе пĕрле пухатпăр. Райпо председателĕпе Константин Паденевпа калаçса татăлтăмăр та шыв хушнă сĕте туянма пăрахрăмăр. Çакăн хыççăн халăх пуху та турĕ. Унта ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Первомайски ветеринари участокĕн заведующийĕ те хутшăнчĕç. Надежда Трофимова ветеринар хăш хуçалăхра сĕте миçе процент шыв хушнине тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ. Çакăн хыççăн лару-тăру йĕркеленчĕ, - тесе паллаштарчĕ А. Иванов сĕт пухакан. Унăн сăмахне малалла Патăрьел райповĕн председателĕ К. Паденев тăсрĕ:

- Ялан ветеринарсем килсе проба илессине кĕтсе ларас мар терĕмĕр те сĕте тĕрĕслеме машина çине ятарласа "Клевер" прибор вырнаçтартăмăр. Унтан антибиотиклă сĕт паракансемпе нушалантăмăр. Ку ыйтăва татма татах антибиотик тĕрĕслекен "Инкубатор" текен хатĕр лартрăмăр.

Хăш-пĕр сĕтрен ним хушмасан та шыв тухать. Ку çитернĕ апатран та килнине палăртаççĕ ветеринарсем. Елчĕк районĕнчи Кушкăран килекен предприниматель П. Михайлов хăй шăпах каçхи сăвăм вăхăтĕнче хуçалăхсене çитсе тĕрĕсленине пĕлтерчĕ.

Канашлура сĕт туянакансен те унăн пахалăхне упраса хăварассишĕн тăрăшмаллине каларĕç. Продукцие тутăхнă цистернăпа, вырнаçманнисене пластмассăран тунă савăтпа, флягăпа, наркăмăш кăларакан япаласемпе (бензин, краççын, цемент тата ытти те) пĕрле турттарма юрамасть. Çавăн пекех сĕт пухакансен сĕт сутма юрăхлине ĕнентерекен хут - ветеринари докуменчĕ - кирлĕ. Ĕне усраканăн та выльăх сыввине çирĕплетекен документ пулмалла.

О. ПАВЛОВА

Авангард



13 марта 2020
11:02
2020 год
Поделиться