Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Мăнаçлăх çуратакан юбилей

Мартăн 10-мĕшĕнче республикăн тĕп хулинчи "Шупашкар-Арена" Пăр керменĕнче Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине халланă мероприятисен марафонне официаллă йĕркепе старт пачĕç. Театрализациленĕ представленире Чăваш Ен кун-çулне, аталанăвне туллин кăтартрĕç. Пурте - революци, коллективизаци, индустриализаци, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тата ытти те пĕтĕмпех тĕп лапамра сăнланчĕ.

Çавăн пекех кунта районсемпе хуласен парачĕ те пулчĕ. Унта Юхмапа Пăла тăрăхĕн мухтавлă çыннисем те утса тухрĕç .

Уява ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев хутшăнчĕ, паллă пулăмпа пухăннисене саламларĕ. Вăл пур ĕçе те пĕрле кар тăрса пурнăçлани, савăнăçпа хуйăха та пĕрле пайлани уйрăмах чăвашсемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Олег Алексеевич сумлă лару-тăрура СССР халăх артисткине Вера Кузьминана, Шупашкар тата Чăваш митрополитне Варнавăна, Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинне Иван Долгушина Чăваш автономи облаçне йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине халалланă Асăну медалĕпе наградăларĕ.

А. ИВАНОВ

Хаклав

Рифкать Сафиуллов, вĕрентỹ тата спорт ветеранĕ:

- Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнĕ ятпа паллă тунă уява уçнă çĕре районтан кайнă ушкăн йышĕнче эпĕ те пултăм. Мероприяти пирки çакна палăртса хăварасшăн. Хамăн ĕмĕрте тĕрлĕ вырăнта ĕçлесе сахал мар сумлă уява хутшăнма тивнĕ мана. Куракана тыткăнлакан çакнашкал массăллă йĕркелĕве вара халиччен курман. Кунта Чăваш Республикин историйĕ те, культура аталанăвĕ те, ĕçчен те пултаруллă халăхĕ те куç умĕнче пулчĕ.

Фаина Майорова, социаллă сфера ветеранĕ:

- Районсемпе хуласен парадне хутшăнни маншăн чăн-чăнах пысăк савăнăç пулчĕ. Театрализациленĕ куравра тăван халăхăмăрăн кун-çулĕпе пĕрлех илĕртỹллĕ декорацисем, архив видеороликĕсем сăнланни мероприятин сумне тата ỹстерчĕ. Юмахри евĕр туйрăм хама унта. Пĕрле кирек хăш ĕçе пуçăнма та кăмăллă. Пĕрлĕхре- вăй. Республика аталанăвĕшĕн малашне те ватти-вĕтти кар тăрар.

Иван Дикин, строительство отраслĕн ветеранĕ:

- Уяв питĕ килĕшрĕ, ăна çỹллĕ шайра йĕркеленĕ. Кĕске вăхăтрах Чăваш Енпе пĕтĕмĕшле паллаштарчĕç, унăн шăпине кăтартса пачĕç. Керменĕн тĕп лапамĕнче республикăри районсемпе хуласен парачĕ те иртрĕ. Патăрьел районĕн ушкăнĕнче эпĕ те пултăм. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче сумлă çын сахал мар, вĕсен йышне мана та кĕртнĕ. Çакă питĕ пысăк чыс тесе шухăшлатăп. Район аталăнĕвĕшĕн, республика ырлăхĕшĕн пирĕн чăнах та уяври чĕнỹ сăмахĕпе - "Пĕрле" - ĕçлемелле.

Авангард



13 марта 2020
10:51
Хроника
Поделиться