Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа 112 çул çитрĕ

Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа 112 çул çитрĕ

Паян пирĕн ентешĕмĕр, СССР писательсен союзĕн членĕ, критик, куçаруçă, районта тухса тăракан "Авангард" хаçат никĕслевçи Василий Егорович Митта çуралнăранпа 112 çул çитрĕ.

Çак ятпа районта чăваш сăвăçи, публицисчĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ,Çемен Элкер ячĕллĕ преми лауреачĕ, Митта Васлей фонд йĕркелỹçи Илья Иванов ертсе пыракан творчество ушкăнĕ пулчĕ.

Çыравçăсемпе ỹнер ăстисене чăн малтанах район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн начальникĕ Ирина Рубцова кĕтсе илчĕ, шкулсенче Митта Ваçлейне хисеплесе йĕркелекен мероприятисем пирки каласа пачĕ, малашлăх плансемпе паллаштарчĕ.

Ун хыççăн тĕп хуламăртан килнĕ хăнасем поэтăмăр çуралса ỹснĕ тăван ялне - Аслă Арапуçне -çул тытрĕç. Творчетсво ушкăнне район пуçлăхĕ Михаил Петров, ял тăрăх пуçлăхĕ Владимир Федоров кĕтсе илчĕç, пурте пĕрле Василий Егорович канлăх тупнă масара çитсе туç тайнă, чĕрĕ чечек хунă хыççăн Митта Ваçлейĕ ячĕпе хисепленекен Первомайскинчи вăтам шкулта вĕренекенсемпе тĕл пулу йĕркелерĕç.

Çамрăк Миттаçăсем тĕп хуламăртан килнĕ поэт-писательсене юрă-сăвăпа саламларĕç, хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Ентешĕмĕре хисеп туса çула тухнă хастарсен ушкăнĕ районти "Çăкăр" музейĕнче, районти "Авангард" хаçат редакцийĕнче те пулчĕ, ентеш-поэтăн нумай енлĕ пултарулăхĕ пирки мăнаçланса калаçрĕ.



05 марта 2020
15:51
2020 год
Поделиться