"Сывă-и? Эпĕ таврăнтăм..."

25 çул каялла Хирти Пикшикри Камалетдиновсен çемйи çак ăшă сăмахсене илтес вырăнне чĕрене çуракан усал хыпара килне кĕртнĕ: "1995 çулхи июнĕн 17-мĕшĕнче Чечня Республикинче пыракан çапăçура ятарлă çар заданине пурнăçланă чухне Фирдус Камалетдинов паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ...". Унтанпа чĕрĕк ĕмĕр иртрĕ, ял масарĕнче канлĕх тупнă каччăн вил тăприйĕ чылай пусарăнчĕ пулин те, салтакăн ячĕ-сумĕ, хисепĕ çултан-çул ỹссе пырать, çамрăксене чăн-чăн патриот пулса ỹсме хистет. Çакна Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин кунĕнче Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕнче йĕркеленĕ ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен йăлана кĕнĕ республика турнирĕ çỹллĕ шайра иртсе кайни те тепĕр хут çирĕплетрĕ. Тĕрлĕ çулхи (22 килограмран пуçласа 68 килограмм таранччен) арçын ачасемпе хĕр ачасем Паттăрлăх орденĕпе Суворов медалĕн кавалерне асăнса ирттерекен ăмăрту кавирĕ çине тухрĕç.

Паттăр салтак ячĕпе вăрăм сĕтел çине вырнаçтарнă сăн ỹкерчĕкпе, унăн наградисемпе паллашма виçĕ-тăватă каччăпа юнашар (вĕсем Оренбург облаçĕнчен, Самарăран пулчĕç) çар тумне тăхăннă яштака арçын пырса тăчĕ, вĕсемпе çар пурнăçĕ, спорт, тавракурăм аталанăвĕ пирки сăмах пуçарчĕ, ырă тĕслĕх вырăнне шăпах Фирдус Камалетдинова илсе кăтартрĕ. Сăпайлăхпа, хăйне тытма пĕлнипе уйрăлса тăракан "ĕнерхи салтак" кам пулнине ăнланмасăрах хутшăнса калаçрĕç тĕрлĕ çĕртен килнĕ спортсменсем. Патăрьелĕнчи асăну турнирĕпе çыхăннă мероприятисене хапăл тăваканĕ Раççей Геройĕ Евгений Борисов пулчĕ. Вăл каярах хăйĕн сăмахĕнче те Юхмапа Пăла тăрăхĕнче вăрçă паттăрне асра тытса республика шайĕнчи пысăк турнир йĕркелесе пынăшăн район администрацине, Фирдус Камалетдиновăн ашшĕпе амăшне, пĕр тăванĕсене, çывăх юлташĕсене чĕререн тав турĕ, ку чăн малтанах çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçре пысăк витĕм кỹнине палăртрĕ.

Ăмăрту йĕркелỹçи тата ăна ертсе пыракан И. Мануров (Ижевскри ял хуçалăх академийĕнчи физкультурăпа спорт кафедрин заведующийĕ, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе спорт мастерĕн кандидачĕ) спортсменсем парада хатĕр пулнине пĕлтернĕ хыççăн уява хутшăнакансем кашниех хăйсен сăмахĕсенче кĕрешекенсене çĕнтерỹ патне ăнтăлма ăнăçу сунчĕç.

- Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ, вĕсен ячĕсем - вилĕмсĕр. Пирĕн район ырă йăла-йĕркене нихăçан та пăрахăçа кăлармасть. Вăл шутра Чечня вăрçин паттăрĕ Фирдус Камалетдинов ячĕпе иртекен уçă турнира та палăртса хăварас килет. Кăçал спортсменсем 25-мĕш хут Хирти Пикшик каччине асра тытса кĕрешỹ ăсталăхне кăтартĕç. Ăмăртăва Чăваш Республикинчен çеç мар, кỹршĕ облаçсенчен, республикăсенчен, тĕрлĕ хуларан спортсменсем хутшăнни те Фирдус Абдулловичăн паттăрлăхне пысăка хунине, ăна тăванĕсемпе çывăх çыннисем нихăçан та асран кăларманнине тепĕр хут çирĕплетет,- терĕ район администрацийĕ пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ăмăртăва хутшăнакансене çивĕч кĕрешỹ тата пысăк ăнтăлу сунса.

Турнира Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Евгений Семенов, Фирдусăн пиччĕшĕ, Хусанти шалти ĕçсен пайĕнчи полици начальникĕн çумĕ Арслан Камалетдинов, РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн обществăлла хăрушсăрлăха сыхлакан полици начальникĕн çумĕ Зуфар Камалетдинов, Патăрьел тата Пикшик ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Николай Ялуковпа Эмир Алимов, "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ Алексей Краснов, Фирдусăн юлташĕсемпе çывăх çыннисем, тăванĕсем хутшăнчĕç. Тухса калаçакансенчен кашниех ăмăрту пĕлтерĕшĕ, вăл çамрăксене витĕм кỹни пирки каларĕç.

Кăçалхи турнира 150 яхăн спортсмен, çирĕме яхăн команда хутшăнчĕ, вĕсен вăййине 12 судья хак пачĕ. Юбилейлă ăмăртăва Бугуруслан, Самара, Ижевск, Ульяновск, Хусан, Шупашкар, Канаш хулисенчен, Шăмăршăпа Вăрмар районĕсенчен, хамăр районти Хирти Пикшикрен, Ыхра Çырминчен, Тутар Сăкăтĕнчен, Шăнкăртамран тата ытти тăрăхран та хутшăнчĕç. Тупăшу çивĕч те хĕрỹ иртрĕ. Тĕрлĕ çулхи ачасем хушшинче пьедесталăн чи çỹллĕ картлашки çине И. Чебенов (Пикшик), А. Шарафетдинов (Пикшик), Е. Волков ( Бугуруслан), А. Силкин (Бугуруслан), Н. Юриков ( Ульяновск), Е. Алексеев (Шупашкар), Э. Касимов (Хусан), А. Бурашников (Бугуруслан), И. Субханкуллов (Пикшик), М. Ерофеев (Пăлапуç Пашьел), К. Батьков (Канаш), А. Сергеев ( Канаш), А. Коновалова (Нагаткино), Е. Ведмецкая (Ульяновск) тăма тивĕçрĕç. Командăсем хушшинче пĕрремĕш вырăна Хирти Пикшиксем (тренерĕ З. Камалетдинов), иккĕмĕшне Оренбурсем, виççĕмĕшне Канашсем йышăнчĕç. Тĕрлĕ номинацисенчен пирĕн районти Р. Чебенов "Çĕнтерме ăнтăлнăшăн" ятпа парнене тивĕçрĕ. Çĕнтерỹçĕсене пурне те хаклă парнесемпе, кубокпа тата дипломпа чысларĕç.

Хирти Пикшикри вăтам шкулта вĕренекенсем Д. Салахова ертсе пыракан художество пултарулăх ушкăнĕ "Равнение на героев" проектпа килĕшỹллĕн лартнă композицисем уяв сĕмне тата ытларах пуянлатрĕç.

Вулакана пĕлме:

Ф. Камалетдинов çамрăклах ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе район, республика ăмăртăвĕсенче палăрнă. Çак енĕпе Оренбургра иртнĕ турнирта вăл спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарнă. Унăн тренерĕ тăван ашшĕ - Абдулла Камалетдинов. Вăл Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ. Спорт аксакалĕ хăйĕн ĕмĕрĕнче нумай-нумай ачана спорт арени çине тухма пулăшнă.

Авангард