Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чăваш Енĕн Пысăк пăр кубокĕ - Патăрьелсенче

ТĂВАН çĕршыв хỹтĕлевçин кунĕ умĕн Шупашкарти илемлĕ лапамра (заливра) "Чăваш Енĕн Пăр кубокĕ - 2020" ятпа лаша чупăвĕн хĕллехи ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта хамăр республикăран çеç мар, кỹршĕ регионсенчен те хутшăннă. Кĕленче евĕр пăр çийĕн рысаксем чупнине пăхма спорта юратакансем питĕ йышлăн пуçтарăннă. Куракансен вăйĕ пирĕн район чысне хỹтĕленĕ урхамахçăсене те хавхалантарнă.

Владимир Пайдютов тытса пыракан "Полтавец" ăйăр тĕп приза- Пысăк пăр кубокне - çĕнсе илнĕ. Алексей Красновăн "Победителĕ" те финиша иккĕмĕш кĕнĕ. Çавăн пекех Вăтам пăр кубокĕшĕн пынă тупăшура Фенил Земдихановăн "Помпейĕ" иккĕмĕш вырăнпа савăнтарнă. Районта лаша спортне аталантарас тĕлĕшпе пысăк витĕм кỹрекен спортсменсене саламланă май, малашне те спорт аренинче пысăк çитĕнỹ тума ăнăçу сунатпăр.

Авангард



28 февраля 2020
10:57
Хроника
Поделиться