Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тытса тăтăр ĕмĕрех çемье туслăхĕ пире

Районти Мăшăрлану керменĕнче ирттернĕ черетлĕ мероприятие Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çывхарнине, Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин кунне, Астăвăмпа мухтав çулталăкне, Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине халалларĕç. Çавна май чыслава кăтартуллă çемьесене, мăшăрĕсем çар службинче Афганистанра тата Чечняра пулнисене чĕннĕ.

Паллă пулăма Патăрьелĕнчи Николайпа Ольга Ялуковсен Тăван çĕршывăн пулас хỹтĕлевçи çуралнă май ăна ят хунинчен пуçларĕç. Николай Геннадьевича ача çуралнине çирĕп- летекен свидетельство панă май ра-йон администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Р. Ямалетдинов, Ашшĕсен канашĕн председателĕ Н. Андреев саламларĕç.

Кашни ăрăвăн хăйĕн вăрçи. Афганистан çĕрĕнчен çарсене илсе тухнăранпа 31 çул çитрĕ. Чечняра вара пуçламăш çар операцийĕсем пулнăранпа - 25 çул.

Кзыл Чишмари Ферит Сулейманов çар ретне тăрсан Таджикистана, Афганистана лекнĕ. Водитель пулнă. Ăна "Воин-интернационалист" паллăпа, медальсемпе, СССР Верховнăй Совет Президиумĕн грамотипе чысланă.

Патăрьелĕнчи Сергей Раськин та Таджикистанра, Афганистанра службăра пулнă. "Чикĕ çарĕсен отличникĕ", "Воин-интернационалист" паллăсене, медальсене тивĕçнĕ.

Патăрьелĕнчи Сергей Поляков вара Раççейĕн хĕç-пăшаллă вăйĕсен шалти ĕçсен чаçĕсен ретĕнче тăнă. Чечняна та çитнĕ. "Милици отличникĕ", "Службăра палăрнăшăн" паллăсем тата медальсем унăн кăкăрне капăрлатаççĕ.

Ĕнерхи салтаксем йывăрлăха та, савăнăçа та мăшăрĕсемпе пĕрле пайлаççĕ. Сергейпа Надежда Раськинсем, акă, 30 çул килĕшỹре пурăнаççĕ. Пĕр хĕре пурнăç парнеленĕ.

Феридпа Хания Сулеймановсем пĕрле пурăнма пуçланăранпа 33 çул çитнине паллă тума хатĕрленеççĕ. Пулас мăшăрне Ферид Шевкетович Алманчăри вăтам шкулта водительте ĕçленĕ чухнех куç хывнă. 3 ача çитĕн-тернĕ вĕсем.

Станиславпа Наталия Поляковсем 23 çул пĕр çемьере. Патăрьел каччипе Кивĕ Катек хĕрĕн 3 ача.

Çĕршыв хỹтĕлевçисемпе вĕсен çем- йисене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, строительство, обществăлла инфратытăм пайĕн начальникĕ Р. Ямалетдинов, Ашшĕсен канашĕн председателĕ Н. Андреев, Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Ялуков саламларĕç. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти кадет класĕнче вĕренекенсем, ăсталăх шкулĕн воспитанникĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Авангард



26 февраля 2020
15:50
2020 год
Поделиться