Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Йышлă ачапа пысăк пỹртре пурăнма аван

Нумай ачаллă çемьесене патшалăх тĕрлĕ майпа пулăшма тăрăшать. Пилĕк тата ытларах ачаллисене пурăнмалли лаптăк çитмесен çурт-йĕрпе тивĕçтермелли программăпа килĕшỹллĕн пỹрт туса параççĕ е хваттер илме пулăшаççĕ. Пĕлтĕр Сăкăтри Чунчурскисем шăпах Аннесен кунĕ умĕн 144 тăваткал метр пысăкăш, икĕ хутлă çуртăн çăра уççине аллине илчĕç. 2018 çулта та çак ялта пурăнакан Назаровсен, Первомайскинчи Яковлевсен, Шăнкăртамри Калайбашевсен савăнăçĕ иксĕлми пулчĕ.

Программа малалла ĕçленĕ май кăçал Çĕньял тата Турхан ял тăрăхĕсенче пурăнакан нумай ачаллисем валли çурт тума палăртнă. 

-Нумай ачаллисене çурт-йĕрпе тивĕçтерес ыйтăва республикăри строительство, çурт-йĕрпе комуналлă хуçалăх министерствипе пĕрле татса пыратпăр. Хальхи вăхăтра пирĕн патăрта 18 çемье черетре тăрать. Вĕсене патшалăх пулăшăвĕ черетри йĕркепе килĕшỹллĕн çитсе пырать. Кăçал 2013 çулта списока кĕнисем кĕтеслĕ пулаççĕ, - терĕ малашнехи тĕллевсене палăртса район администрацийĕн строительство, обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн тĕп специалисчĕ Венера Долгова.

О. ПАВЛОВА

Авангард



18 февраля 2020
15:11
Хроника
Поделиться