Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Астăвăмпа мухтав çулталăкне тата Чăааш автономийĕн 100 çулхи юбилейне халалланă концерт

Пăлапуç Пашьелĕнчи  культура çуртĕнче Астăвăмпа мухтав çулталăкне,  Чăваш автономийĕн 100 çулхи юбилейне тата  ял пуçланса кайнăранпа  395 çул çитнине халалласа савăнăçлă мероприяти иртрĕ. 

    Пухăннисене Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Никитин саламларĕ, историлле пулăмсене астуни пуласлăх никĕсĕ пулнине палăртрĕ.

    Уяв программинче  вăрçă, Чăваш ен, тăван ял, тăванлăх  юррисем янăрарĕç. Куракансене «Пашьел» халăх фольклор ушкăнĕ, Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам   шкул вĕрентекенĕсем, вĕренекенĕсем,  уйрăм юрăçсем  хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

      Ĕнер шкул пĕтернĕ каччăсене вăрçа  ăсатса  кĕтсе илни, кану тата госпитальсенчи самантсене театрализацилесе сăнлани, аслă вăрçă вăхăтĕнчи  Юрий Левитан диктор  çар хроникипе çыхăннă хыпарсене пĕлтерсе   пыни уяв сĕмне ÿстернĕ.

     Мĕн чухлĕ нуша, асап тÿсмен-ши мирлĕ халăх?! Вăй питти арçынсем вăрçа тухса кайсассăн ватти-вĕтти, хĕрсемпе хĕрарăмсем пĕрле пулса пĕтĕм йывăрлăха тÿссе ирттернине питĕ анлăн кăтартса пама пултарчĕç «Пашьел»  фольклор ушкăнĕ тата шкул  ачисем.

       Салтак амăшĕ…  Вера Мешкова çак роле вылянă май  ывăлĕсене кĕтсе илеймен мĕнпур  аннесен ыратăвне кăтартса пачĕ.

      Ялти вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Светлана Никитина хайланă    «Çĕнтерÿшĕн сире пысăк тав»  авторла сăвви  пур кураканăн чĕрине те  тыткăна илчĕ.

  Шурă акăшсем пек тумланнă хĕрсен «Журавли», хĕрарăмсен «Майский вальс» ташшисем уяв программине пуянлатрĕç.                                                                                              

      «Наша Родина сильна» юрăпа пĕрремĕш хут ялти культура çурчĕн сцени çине тухнă шкул çулне çитмен ачасем хăйсен юррине итлекен патне илсе çитерчĕç. Курма килнĕ çынсем вĕсене тăвăллăн алă çупса ăсатрĕç.

     Сцена çинчи  артистсем хăйсен юрри-ташшипе, инсценировкисемпе   залра пухăннă хĕрарăмсен куçĕсене те  шывлантарма пултарчĕç.

      Çĕнтерÿ çулĕ анлă та йывăр пулнă.  Нумай паттăр вăрçă хирне выртса юлнă. Пăлапуç Пашьел ялĕнчен 135 салтак мирлĕ пурнăçшăн кĕрешсе пуçĕсене хунă. Çак çулсем хушшинче киле таврăннă фронтовиксем нумайĕшĕ пирĕнтен уйрăлса кайнă. Акă пирĕн  ялта паянхи кун сывă юлнисем  иккĕн  анчах тăрса юлчĕç: Мешков Василий Осипович тата Романов Лазарь Васильевич.

        Вăрçăра тата вăрçă хыççăнхи çулсенче  пуç хунисене асăнса пĕр самант шăп тăчĕç.

       Концерт  вĕçленнĕ май культура çурчĕн ертÿçи Елена Иванова  залра пуçтарăннă халăха, уява хутшăннă юлташсене  тав турĕ. Час-часах çакăн пек уявсем ирттерсе халăх патне илсе çитерме шантарчĕ.

        Чаплă пулăмсене  халалласа йĕркеленĕ концерт чуна пырса тиврĕ, кăмăла çĕклерĕ.



17 февраля 2020
15:39
Поделиться