Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Манăçмасть ентеш паттăрлăхĕ

Кăçалхи февралĕн 15-мĕшĕнче Афганистанран пирĕн салтаксене илсе тухнăранпа 31 çул çитет. Чылай çамрăкăн, вĕсен ашшĕ-амăшĕн пурнăçĕнче вăл ĕмĕр пирчейми суран хăварнă. Нумайăшĕ хăйсен тивĕçĕсене пурнăçласа тăван ене таврăнчĕç, анчах пурте мар. Унтан 15 пине яхăн тупăк килчĕ, 36 пин çамрăк аманчĕ, 312 салтак хыпарсăр çухалчĕ.

Вĕсен ячĕсене ĕмĕр асра хăварас тесе республикăра, вăл шутра районта та, тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ.

Салтаксен ячĕпе иртекен турнирсене, ăмăртусене çамрăксем кăмăлтан хутшăнаççĕ. Февралĕн 8-мĕшĕнче Шăнкăртам ялĕнче Афганистанра вилнĕ ентешĕмĕр, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕ Минхайдер Валитов ячĕпе тутарла-пушкăртла кĕрешĕвĕн йăлана кĕнĕ регионти турнирĕ иртрĕ. Кăçалхипе ăна 9-мĕш йĕркелерĕмĕр. Унта районти ветеран-афганецсем çеç мар, Чăваш, Тутар Республикисенчи тĕрлĕ районтан, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчен килнĕ кĕрешỹçĕсем те вăй виçрĕç. Турнир çуллĕ шайра иртрĕ. Ăна йĕркелеме пулăшакансене, Шăнкăртам ял тăрăхĕн пуçлăхне Минсур Валитова, хăйсенчен пай кĕртнĕ ял çыннисене, регионти "Корэш" федерацийĕн ертỹçине Ферид Чабатова тав сăмахĕ калатпăр. Ферид Кияметдинович çулленех турнира кĕрешỹçĕсене пуçтарма пулăшать. Турнирăн тĕп спонсорĕ те вăлах.

Кавир çинче кĕрешни каччăсен ăсталăхĕсене тата та ỹстерме пулăшать. Çамрăксем пĕр-пĕринпе çывăхланаççĕ. Аслăраххисенчен ăсталăха вĕренеççĕ. Çамрăксен нихăçан та вăрçă курмалла ан пултăр, вăйĕсене çакнашкал турнирсенче çеç усă курччăр.

Авангард



14 февраля 2020
14:21
Поделиться