Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Медальсемпе таврăннă

Республикăн тĕп хулинчи «Шупашкар-Арена» Пăр керменĕнче ял командисем хушшинче çамрăк хоккеистсен «Ылтăн шайба» клубĕн финалти вăййисем иртнĕ. Вăтам ушкăнра пĕрремĕш вырăншăн Патăрьел тата Вăрнар районĕсен командисем тĕл пулнă. Вăйă хĕрÿ иртнĕ. А. Михайлов тренер ертсе пыракан Юхмапа Пăла тăрăхĕн ачисем кĕмĕл медальсене тивĕçнĕ. Маларах вара Алексей  Вячеславович хатĕрленĕ        тепĕр команда чи çамрăк ушкăнра виççĕмĕш вырăнпа  савăнтарнăччĕ.

А. Иванов

Авангард



11 февраля 2020
09:53
Хроника
Поделиться