Хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманран пушар тухнă

ИРТНĔ эрнере районта чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирес, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссин ларăвĕнче тунă отчетра районти пушар надзорĕн начальникĕ А. Тукмаков мунчапа çыхăннă пушарсем ытларах канмалли кунсенче те мар, кĕçнерникунсенче пулнине пĕлтерчĕ. Сăмах çине тенĕ пекех çак инкек те кĕçнерникунпах çыхăннă.

Шăнкăртамра çак кун çемьерен пĕри мунчара çăвăнса тухма та ĕлкĕрнĕ-мĕн. Анчах ыттисен вара сасартăк унтан йăсăрланакан тĕтĕме сирме, вут-çулăма парăнтарма тивнĕ. Кил хуçисем мунчине çĕнĕлле- алкумĕнчен хутмалла тунă. Анчах пушар хăрушсăрлăх йĕркине пĕтĕмпех пăхăнса пĕтмен, кăмаки те стенапа юнашарах пулнă. Юрать-ха, пăтăрмаха вăхăтра асăрханă, çулăма алхасма паман.

Авангард



07 февраля 2020
10:39
2020 год
Поделиться