Ватти ăс памасăр ĕç ăнмасть

Патăрьелĕнчи бизнес-инкубаторта АПК ветеранĕсен канашĕн отчетпа суйлав пухăвĕ иртрĕ. Мероприяти савăнăçлă пулăмран, чылай çул агрономра вăй хунă И. Киргизова, С. Шалтынова тата П. Самакина хăйсен ушкăнне илнинчен пуçланчĕ. Унтан канаш ертỹçи М. Хафизов икĕ çулта туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарчĕ.

АПК ветеранĕсем район пурнăçĕпе кăсăкланаççĕ, çитĕнỹсемшĕн савăнаççĕ, çитменлĕхсене палăртаççĕ. Çулсерен йĕркелекен уй-хир тĕрĕслевне, канашлусене, вырма вăхăтĕнче иртекен рейдсене, çĕнĕ объектсене уçнă çĕре хастар хутшăнаççĕ. Çул çỹреве тухма, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма, юттисен ырă тĕслĕхĕсене вырăнта усă курма тăрăшаççĕ. Çавăн пекех ял хуçалăхĕнче нумай çул вăй хунисене юбилейпе саламлама те, юлашки çула ăсатма та çитеççĕ. Район администрацийĕнче вĕсен сĕнĕвĕсене шута илеççĕ. Аслисемпе çамрăксем пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленине палăртмасăр ниепле те май çук.

М. Хафизов малашне шкулсемпе çыхăну йĕркелесси пирки те сăмах хускатрĕ. Ветерансемпе пĕлỹ çурчĕсенче вĕренекенсем тĕл пулса калаçни ачасен чунĕнче патриотлăх туйăмне вăйлатма, аслисене хисеплессине ỹстерме май парассине пĕлтерчĕ.

Кашни ялтах Раççей, республика шайĕнчи ят-сум çĕнсе илнисем, ял хуçалăх предприятийĕсене чылай çул ертсе пынисем тата ĕçре палăрнисем пур. Вĕсене халăх ас тутăр тата çитĕнекен ăру пĕлтĕр тесе ветерансем Асăну хăмисем уçассине йĕркеленĕ. В. Селиванов клубсенче вăй хуракансем те хисеплĕ çынсем пирки стендсем йĕркелессине пуçарса ярсан аван пулмаллине каларĕ.

Отчетпа суйлав пухăвĕ пулнă май АПК ветеранĕсем канашăн ертỹçине те суйлама тиврĕ. Пурте пĕр саслăн çак çăмăл мар лава туртма пиллĕкмĕш хут М. Хафизова, унăн çумĕ пулма Т. Шакурова шанчĕç. Çавăн пекех Елчĕк районĕнче ирттерме палăртнă республикăри АПК ветеранĕсен канашĕн конференцине кайма делегатсене палăртрĕç.

- Сирĕн пуян ĕç опычĕ, сĕнĕвĕрсем района аталанма пулăшаççĕ. Малашне те пĕрле килĕштерсе ĕçлер, - терĕ канашлăва хутшăннисене тав туса район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ В. Львов.

О. ПАВЛОВА

Авангард



05 февраля 2020
09:02
2020 год
Поделиться