Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пирĕн ентешсем Чăваш Ен чысне хỹтĕлеççĕ

ПАЯН Санкт-Петербургра йывăр атлетика енĕпе Раççей Кубокне çĕнсе илессишĕн ăмăрту пуçланчĕ. Вăл февралĕн 9-мĕшĕччен пырать. Пысăк шайри тупăшăва 50 ытла регионтан 300 ытла чи ăста спортсменсем хутшăнаççĕ. Кĕрешỹ çивĕч пуласси халех паллă.

Кубокшăн пыракан ăмăртура Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командинче пирĕн ентешсем - Раççей спорт мастерĕсем, Нăрваш Шăхалĕнче çуралса ỹснĕ Наталия Шайманова (64 килограмлă виçе категорийĕнче) тата Алманчăра кун çути курнă Александр Мышов (67 килограмлă виçе категорийĕнче) та пур. Вĕсем иккĕшĕ те Патăрьелĕнчи "Паттăр" ФСКан воспитанникĕсем. Ентешсене пысăк çитĕнỹ тума ăнăçу çеç сунатпăр.

Авангард



05 февраля 2020
09:07
Хроника
Поделиться