Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хыпар пултăр пурне те, çитсе курăр уява!

Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнĕ май республикăра вун-вун мероприяти иртет. Январĕн 24-мĕшĕнче "100 çул марафонĕ" фестиваль старт илчĕ.

Пирĕн района вăл Шăмăршă районĕнчен çитĕ. Февралĕн 7-мĕшĕнче 17 сехет те 30 минутра Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче сумлă лару-тăрура фестивале тата Астăвăмпа мухтав çулталăкне уçĕç. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан пур çынна та уява килсе курма йыхравлатпăр. Ялсенчен халăха Патăрьелне илсе килес енĕпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен тата культура ĕçченĕсен пуçаруллăрах пулмалла.

(Йĕркелỹ комитечĕ)

Авангард



05 февраля 2020
09:06
Хроника
Поделиться