Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Умарина" та гастроле тухнă

ШĂХАЧ ял тăрăхĕнчи "Умарина"халăх фольклор ансамблĕн пултарулăхне çынсем районти культура мероприятийĕсенче сахал мар курнă-тăр. Вĕсем хăйсен уçă та янăравлă сассипе çеç мар, наци тумĕпе те куракана тыткăнлаççĕ. Ансамбльте тĕрлĕ çулхи сцена ăстисем хăйсен пултарулăхне туптаççĕ. Фольклор ушкăнĕ çулсеренех аякри хуласене, ялсене, ирçе халăхĕ пурăнакан вырăнсене концертпа тухса çỹрет. Çак кунсенче çеç вĕсем Николай Стефейкин баянист ертсе пынипе Упамсасене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă. Яланхи пекех артистсене ял-йыш ăшшăн, тараватлăн йышăннă, хавхалануллă кăмăл-туйăм парнеленĕшĕн чун-чĕререн тав тунă.

Авангард



31 января 2020
10:52
Хроника
Поделиться