Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шанчăк пур

Республика тĕп хулине Етĕрне, Çĕмĕрле, Канаш, Çĕрпỹ, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Вăрмар, Вăрнар, Патăрьел районĕсен çамрăкĕсем пуçтарăнчĕç. Вĕсем Чăваш Енри шкул ачисем хушшинче фитнес-аэробикăпа спартакиада медалĕсене çĕнсе илессишĕн тупăшрĕç. Пурĕ 300 ытла çамрăк хутшăнчĕ.

Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Оксана Вербина ертсе пыракан фитнес-аэробикăн регионти воспитанникĕсем пилĕк енпе - "аэробика", "степ-аэробика", "хип-хоп", "5 çынлă аэробика", "пысăк ушкăнлă хип-хоп" - мала тухассишĕн ăмăртрĕç.

Пирĕн район чысне хỹтĕленĕ "Патăрьел ачисем" ушкăн 8-10 çулхисем хушшинче степ-аэробикăра, "Çĕнĕ ăру" ушкăн 11-13 çулхисем хушшинче аэробикăра, "Браво" ушкăн степ-аэробикăра иккĕмĕш вырăнсене тухма пултарчĕç. Ачасене ăмăртусене Татьяна Торговцева тренер хатĕрленĕ.

А. ИВАНОВА

Авангард



31 января 2020
11:21
Хроника
Поделиться