Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьел ялĕ- конкурс çĕнтерỹçи

Çулленех Çĕнĕ çул умĕн территорисене тĕрлĕрен çутăпа илемлетес, ку тĕлĕшпе çĕнĕ шухăшсене анлăн усă курас тĕллевпе республикăри ялсенче "Чăваш Ен çути" конкурс йĕркелеççĕ. Çак кунсенче асăннă конкурса пĕтĕмлетнĕ. Творчество тупăшăвне республикăри 14 муниципаллă пĕрлĕх хутшăннă.

Комиссие тăратнă материалсене пилĕк ушкăнпа хакланă. Тăваттăмĕш ушкăнра (административлă центр шутланакан ялсем хушшинче) Патăрьел ялĕ çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçнĕ.

А. НИКОЛАЕВА

Авангард



31 января 2020
11:02
Хроника
Поделиться