Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Олимпиада призерĕ

И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче 7-8 классенче вĕренекенсем хушшинче республика шайĕнче Максвел ячĕллĕ физика олимпиади иртрĕ.

Унта иккĕмĕш çул умлă хыçлах Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн 8 класĕнче вĕренекен В. Юманов хутшăнать. Кăçал вăл олимпиада призерĕ пулчĕ. Вĕренекене тупăшăва кайма Н. Назарова физика учителĕ хатĕрленĕ. Ятарлă служба йĕркеленĕ "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн Первомайскинчи вăтам шкулта ашшĕ-амăшне вĕрентỹ, воспитани, психологипе педагогика, методика енĕпе пулăшу парас тĕллевпе тивĕçтерỹ служби йĕркеленĕ. Çавна май Н. Сорокина педагог-психолог, Л. Беловăпа В. Зорина социаллă педагогсем куçăмлă майпа та, онлайн мелĕпе те, телефонпа та консультацисем пама ỹркенмеççĕ. 2019 çулта вĕсем 149 çынна (хăйсен хỹттине ача илнисене те) пулăшу кỹнĕ. Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче те паха сĕнỹсем парассине мала хума тăрăшаççĕ.

А. ИВАНОВА

Авангард



31 января 2020
11:10
Хроника
Поделиться