Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хытă каяшшăн тỹлемелли хак чакнă

"МВК "Экоцентр" пĕрлешĕве пĕр тонна хытă каяш пухнăшăн 2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2020 çулхи июнĕн 30-мĕшĕччен 3556,55 тенкĕ тỹлемелле. Урăхла каласан районта пурăнакансен уйăхсерен пĕр çыншăн 47,56 тенкĕ тăкаклама тивет.

Унччен хытă каяш çулталăкра пĕр çын пуçне вăтамран нормативпа килĕшỹллĕн 2,02 кубла метр тесе палăртнăччĕ, анчах сезонри тĕрĕслевсем хыççăн 2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăл 1,57 кубла метр тесе йышăннă.

Укçа никамăн та ытлашши мар, çемье бюджетне тата нумайрах тăкаклас килмесен çỹп-çапшăн вăхăтра татăлмалли пирки манмалла мар. Парăмçăсене халь пуçран шăлмаççĕ.

(Хамăр корр.)

Авангард



31 января 2020
11:03
2020 год
Поделиться