Февральте 16 ĕç ветеранне юбилей ячĕпе саламлĕç

ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче хĕлĕн юлашки уйăхĕнче хăйсен сумлă юбилейне паллă тума хатĕрленекен ĕç ветеранĕсем сахал мар. Февральте умлă-хыçлах хисеплĕ вун ултă ватă 90 тата 95 çул тултарнисене паллă тума хатĕрленет. Шăнкăртамри С. Курякова, Хирти Пикшикри Г. Атеева, Кивĕ Катекри М. Веревкина, Патăрьелĕнчи Р. Багаутдинова, Татмăшри З. Иванова, Сителти П. Лисицына, Тикешри Н. Митта, Кзыл Камышри М. Натфуллина, Пăлаçи Атăкри А. Никитина, Алманчăри А. Петрова, Анат Тăрмăшри А. Петрова, Вăтаелĕнчи А. Печникова, Кивĕ Ахпỹртри А. Сеприханова тата Анат Чакăри М. Смирнова 90 çул, Тикешри Е. Демьяновапа Аслă Чементи В. Михайлова 95 çул тултарнă ятпа Раççей Президенчĕн тата район администрацийĕн пуçлăхĕн ăшă саламĕсене йышăнĕç. Шел пулин те çак ушкăнра пĕр арçын та çук.

Авангард



31 января 2020
10:50
2020 год
Поделиться