Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Спорт хыпарĕсем

Хоккей

 Хоккеистсен "Олимп" команди (Çĕнĕ Ахпỹрт. Наставникĕ А. Михайлов) Мускав облаçĕнчи Балашиха хулине çитсе килчĕ. Унти патриотла турнирта 2007-2008 çулсенче çуралнă ачасем хушшинче стратеги пĕлтерĕшлĕ ракета çарĕсене йĕркеленĕренпе 60 çул çитнине паллă тунă май Неделин маршал кубокĕшĕн выляса вĕсем пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕç. К. Калмыков "Чи лайăх вылякан" ята тивĕçрĕ.

Кире пуканĕ

Шупашкарта кире спорчĕн чемпионачĕ иртрĕ. Унта Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСК воспитанникĕсем те хутшăнчĕç. Хăйсен виçе категорийĕсенче А. Кушниковпа Т. Пра- витель пĕрремĕш, А. Елкинпа Д. Петров виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Çамрăксем пурте Сăкăтри вăтам шкулта вĕренеççĕ.

Çăмăл атлетика

Çĕнĕ Шупашкарта çăмăл атлетикăпа мала тухассишĕн республика чемпионачĕ иртрĕ. А. Котлов 3 çухрăма чи малтан парăнтарчĕ. Çавăн пекех Алексей 2 километра чăрмавсемпе те иккĕмĕш чупса тухрĕ.

Первомайскинчи вăтам шкул выпускници, олимп резервĕсен училищинче вĕренекен К. Петухова 400 метрлă дистанцире пĕрремĕш, 200 - виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕ. А. Удалов 1500 метра, Р. Чернова 800е иккĕмĕш чупса тухрĕç. Вĕсем пурте Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСКри Л. Никитин тренер-преподаватель воспитанникĕсем.

В. Осипова тренер-преподаватель хатĕрлекен Турханти вăтам шкулти А. Чемеров 2 пин метра чăрмавсем урлă чупса виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. В. Иванова вара 800 метра пĕрремĕш, 400 метра иккĕмĕш тухрĕ. Ю. Кубиков 400 метра иккĕмĕш, 200 метра финиша виççĕмĕш кĕчĕ. Д. Суворов 800 метра виççĕмĕш тухрĕ. Вĕсем пурте Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренеççĕ. Тренер-преподавателĕ - В. Платонов.

Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти Г. Ларев (тренер-преподавателĕ М. Прокопьев) йĕтре тĕртсе виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ.

Волейбол

Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСКра волейбол турнирĕ иртрĕ. Унта хĕрарăмсен 4, арçынсен 8 команди хутшăнчĕ. Пĕрремĕш вырăна Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти хĕрарăмсен тата Сăкăт ял тăрăхĕнчи "Мастер Ç" командăсем йышăнчĕç.

" Чи лайăх вылякан" ята ФСКри С. Васильева, "Чи лайăх тапăнса вылякан" - Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти А. Акишева, "Чи лайăх выляса кăтартакан" - ФСКари И. Иванова, "Чи лайăх хỹтĕлевçĕ" -Турханти К . Косолапова çĕнсе илчĕç. Арçынсенчен "Чи лайăх выляса кăтартакан" номинацие Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Д. Кузнецов, "Чи лайăх хỹтĕлевçĕ" - А. Калькин ("Мас- терÇ"), "Чи лайăх тапăнса вылякан"- М. Бобров (Первомайски), "Чи лайăх вылякан" - "Паттăр" ФСКри С. Викторов тивĕçрĕç.

Шашка-шахмат

Шкул ачисемпе ял тăрăхĕсен спартакиадипе килĕшỹллĕн ирттернĕ шашка-шахмат турнирĕсем те кăмăла кайрĕç. Аслисем хушшинче шашкăпа пĕрремĕш вырăнта Пикшик, иккĕмĕшĕнче Патăрьел, шахматпа малта Патăрьел, иккĕмĕшĕнче Пикшик ял тăрăхĕсен командисем пулчĕç.

Шашкăлла пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсен 16, вăтаммисен 7 команди ăмăртрĕ. Пĕрремĕш вырăна тĕп шкулсен шучĕпе тăратнисенчен Хирти Пикшикре вĕренекенсем тухрĕç. Вăтам шкулсем хушшинче вара Аслă Чемен команди çĕнтерỹçĕ пулчĕ.

Ачасенчен Хирти Пикшикри вăтам шкулти А. Кириллов пысăк тавçăрулăхпа палăрчĕ.

А. ИВАНОВА.

Ирĕклĕ майпа кĕрешесси

Вăрнар ял тăрăх администрацийĕн парнисене çĕнсе илессишĕн арçын ачасемпе хĕрачасем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен турнирĕ иртрĕ. Унта 2006 çулта çуралнă тата вĕсенчен кĕçĕнреххисем вăй виçрĕç. Ăмăрту спорт комплексĕнче пулчĕ. Кĕрешỹре Хирти Пикшик шкулĕнче вĕренекен Именкасси ачисем те вăй виçрĕç. Тупăшăва кашни виçере 15-20-шер ача явăçрĕ. 150 ытла спортсмен йышĕнче пĕртăван Дмитрийпе Сергей Кирилловсем, Савелий Кошкин виççĕмĕш вырăнсене йышăнма пултарчĕç.

Хĕрачасенчен вара Р. Шарефетдинова финала тухса пĕрремĕш вырăнпа савăнтарчĕ.

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене грамотăсем, медальсем, укçан парса чысларĕç.

М. ЗЕЙНЕТДИНОВ, тренер.

Авангард



27 декабря 2019
13:31
Хроника
Поделиться