Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Рудольф СЕЛИВАНОВ: "Юхмапа Пăла тăрăхĕн çыннисен чи кирли пур - харпăр хăй вăйне туйни, пултарулăхне ĕненни, тăван тăрăха юратни"

Çĕр кунпа ылмашать, кĕр - хĕлпе... Çаплах черетлĕ çулталăк та хыçа юлать. Кĕçех 2019 çул истори тапхăрне куçĕ. Декабрĕн юлашки кунĕсенче кашниех иртсе пыракан тапхăра куç умне кăларать, тишкерет, малашлăх тĕллевĕсене палăртать. Юхмапа Пăла тăрăхĕн аталанăвĕпе çитĕнĕвĕсене, çитменлĕхсене "Авангард" хаçат çулталăк тăршшĕпех çутатсах тăчĕ-ха, кун-çул уттинчен юлмасăр вулакана тĕплĕн паллаштарчĕ. Çапах та малтанхи пĕтĕмлетỹсем туни кирлех тесе шутлатпăр. Çавна май хаçат тĕпелне район администрацийĕн пуçлăхне Рудольф Селиванова чĕнтĕмĕр.

- Çĕнĕ çул - чи юратнă уявсенчен пĕри. Вăл мĕн пур ĕмĕт пурнăçланассине ĕненме шанăç пиллет. Çавăнпах ĕнтĕ ăна ватти-вĕтти чăтăмсăррăн кĕтет. Çĕнĕ çул - çĕнĕ шухăш, çĕнĕ çынсем, çĕнĕ ĕçсем...

- Рудольф Васильевич, Юхмапа Пăла тăрăхĕ 2019 çула мĕнлерех кăмăл-туйăмпа вĕçлет? Çитĕнỹсем ытларах е япăххи...

- Лайăххин чикки çуккă теççĕ, çавăнпа яланах ырри патне туртăнатпăр. Пирĕн пĕрлехи ырми-канми хастарлăха тата пуçарулăха пула район çирĕппĕн малалла ăнтăлать. Ĕненĕр, ку мухтанса каланă сăмахсем мар. Акă, Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерстви йĕркелекен "Ылтăн кĕркунне" куравра райадминистраци иккĕмĕш çул ылтăн медале тивĕçрĕ. Район ырă улшăну çулĕ çине тăрасси, халăх пурнăçĕ лайăхланасси чăн малтан инвестици илĕртỹлĕхĕнчен, хыснана мĕнле пуянлатнинчен килет. Çакă вара çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçма, социаллă пурнăçпа, инфратытăмпа çыхăннă ыйтусене ăнăçлă татса пама пулăшать. Хальхи вăхăтра ку тĕлĕшпе сахал мар программа пурнăçланать. 2018 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе район кăçал та Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне тивĕçрĕ. 9 миллион тенкĕ хушма укçа килнишĕн епле хĕпĕртемĕн?

Иртсе пыракан çулталăкри тепĕр лайăх ен вăл çынсем хăйсем пурăнакан тăрăха "Вырăнти пуçарулăх" программăна хастар хутшăнса хăтлăх кĕртни. Масарсене тирпейлерĕç, часовньăсем çĕкленчĕç, кану паркĕсемпе лапамсем уçăлчĕç тата ытти те. Ялсене кĕнĕ çĕре стела вырнаçтарасси вăй илнине те палăртмасăр хăвараймăн. Сителсен алли çăмăл пулчĕ. Укăлча хапхи паянхи куншăн та ырă пулăм. Малашне тăван тăрăха килекенсене чуна тивекен сăмахсем шăрçаланă кĕтсе илмелли паллăсем пур ялта та пуласса шансах тăратăп.

Йышăнатăп, татса паман ыйтусем те пур-ха. Уйрăмах хытă каяшшăн тỹлевпе татăласси пăшăрхантарать. Республикăра та чи кайрисем эпир. Паллах, пур енĕпе те кăтартуллă районшăн ку чи пысăк çитменлĕх...

- Пирĕн тăрăхри анасене пĕрремĕш кĕрекенсем чăн малтанах çĕртен тĕлĕнеççĕ. Çапах та тăрăшмасăр, вăй хумасăр хура тăпра та ырăлăхпа савăнтараймĕ...

- Турри пире ку енĕпе чăнах та кỹрентермен. Хура тăпра ырлăхĕ - хура халăх пурлăхĕ тесе ахальтен каламан ĕнтĕ ваттисем. 2019 çула илес пулсан кĕрхи культурăсем лайăх хĕл каçайманни пăшăрхантарчĕ малтан. 3248 гектарне пăсса тепĕр хут акма тиврĕ. Çапах та кĕркунне пỹлмесем тулли пулчĕç. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен тухăçĕ гектар пуçне 28 центнерпа танлашрĕ. Çĕр улми те, пахча-çимĕç те ăнса пулчĕ. Выльăх-чĕрлĕх йышĕ, унран продукци илесси те курăмлă. Ял хуçалăхне патшалăх енчен пулăшу витĕмĕ палăрмаллах ỹсрĕ. Фермерсем тĕрлĕ конкурса хутшăнса пулăшăва тивĕçеççĕ. Çавăн пекех 2019 çулта 24 инвестици проекчĕ ĕçлерĕ. Ноябрьте çеç Татмăшри Эльвира Солдатова фермер хуçалăхĕнче 100 ĕне вырнаçмалăх ферма уçрăмăр.

- Инвестици проекчĕсем çитес çул та пуласса шанатпăр...

- Çапла. Çитес çул та ку енĕпе малалла ĕçлетпĕр. Вăл шутра Пикшик ял тăрăхĕнче "Молочные зори" кооператив типĕ сĕт кăларакан завод çĕкленĕ. Кунта талăкра 100 тонна сĕт йышăнма пултарĕç. Эппин, район шайĕнче паха продукцие вырнаçтарас ыйту пĕтĕмпех татăлĕ.

- Район çыннисене сывлăх сыхлавĕ, вĕрентỹ, культура, спорт ыйтăвĕсем те кăсăклантараççĕ ĕнтĕ... - Халăхшăн чи кирлĕ сферăсене аталантарма Раççей шайĕнче пурнăçланакан 12 наци проекчĕ -пысăк витĕм кỹрет. Чăваш Ен, вăл шутра пирĕн район та, вĕсенчен 11-не тỹрремĕнех хутшăнать.Уйрăмах сывлăх сыхлавĕ пурне те хумхантарать. Кунта тăрăшакансем медицина пулăшăвĕ мĕнлерех панинчен çыннăн пурăнас кун-çулĕ килет-çке. Районта тĕп больницăсăр пуçне 13 врач амбулаторийĕпе 31 фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçлет. Сывлăх сыхлавĕнчи çĕнĕ технологисем пирĕн тăрăхра та пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Тата шкулсенче медицина кабинечĕсем йĕркелессине те тимлĕх уйăратпăр.

Çавăн пекех "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, Хирти Пикшикри, Первомайскинчи вăтам шкулсенче ачасене тĕрлĕ енлĕ аталантармалли "Точка роста" центрсем уçăлчĕç. Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулта 3Dкласс ĕçлеме пикенчĕ. Первомайскинчи вăтам шкул территорийĕнче Тимченкон "Ырă пăр" ыр кăмăллăх фончĕ пулăшнипе хоккей коробки туни те сывă пурнăç йĕркине тытса пыма пулăшатех. Кашни çулах шкул спорт залĕсене юсатпăр.Кăçал Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта çак ĕçсене пурнăçларăмăр. Пĕлỹ çурчĕсене юсама 20 миллиона яхăн укçа-тенкĕ расхутларăмăр. Тĕрĕссипе каласан, халĕ те ку ĕçсем чарăнман-ха.

Нумаях пулмасть "Паттăр" ФСК тĕпрен çĕнелсе алăкĕсене яриех уçрĕ. Кунта 7 миллион ытла тенкĕлĕх шыв тивĕçтерĕвĕн, хутса ăшăтмалли, электричество системисен тата шалти капăрлату ĕçĕсене пурнăçланă. Çак нухратран 803 пин тенкине хамăрăнне янă, ытти пĕтĕмпех республика бюджетĕнчен. Спорта уйăрнă кĕмĕл вара хăйĕн "çимĕçĕсемпе" савăнтаратех. Акă, кĕркунне Нăрваш Шăхаль пики Наталия Шайманова çамрăксем хушшинче йывăр атлетика енĕпе Европа чемпионатĕнче икĕ ылтăн тата пĕр кĕмĕл медаль çĕнсе илме пултарчĕ. Вăтаел каччисем Эдуардпа Владислав Кудрявцевсем хутăш мăшăр кĕрешỹре (смешанные единоборства) тĕнче чемпионĕн ячĕсене тивĕçрĕç. Кăçал район, республика, Раççей шайĕнчи ăмăртусенче палăрнисем те чылай.

Çывăх вăхăтра тата Тутар Сăкăтĕнче 150 вырăнлă культура çурчĕ хута кайĕ. Пĕлтĕр Ишлĕре, виçĕм çул Ыхра Çырминче пурăнакансем çĕнĕ клублă пулнăччĕ. Çĕнĕ çулта та ĕмĕтсем пур-ха… Клубсене юсаса çĕнетес туртăм вăй илсе пыни те кăмăллă.

- Рудольф Васильевич, кирек мĕнле ĕçре те пĕр шухăшлă çынсем, çирĕп йыш кирлĕ. Эсир çак тĕреве туятăр-и?

- Чăнах та Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа, Правительствипе, министрсемпе, ведомство ертỹçисемпе ăнлануллăх пурри пысăк шанăç кỹрет. Çавăн пекех РФ Патшалăх Думин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн пирĕн округпа суйланнă депутачĕсемпе, вырăнти депутатсемпе тачă çыхăнса ĕçлени нумай ырă шухăша пурнăçа кĕртме май парать. Пирĕн районта 19 ял тăрăхĕ. Вĕсем ура çинче çирĕп тăрасси пуçлăхсен хастарлăхĕпе пултарулăхĕнчен нумай килет. Паянхи кун çỹлтен ырлăх йăтăнса анасса кĕтсе лармалла мар. Тĕрлĕ проект хатĕрлемелле, çак ĕçе халăхпа килĕшсе пурнăçламалла. Чылайăшĕ çакна тĕпе хураççĕ те. Акă, старостăсен витĕмĕ те палăрмаллах ỹсрĕ. Пĕтĕмлетсе каласан, пурин те район пуласлăхĕ çутă пултăр тесе пĕр йышра тăрăшмалла. А

лександр КОЗЛОВ калаçнă.

Кĕскен

- Эсир Юхмапа Пăла тăрăхĕн "тилхепине" тытнăранпа пиллĕкмĕш çул çине кайрĕ. Çак тапхăрти хăвăрăн ĕçĕрпе кăмăллă-и?

- Хамăн ĕçе хам хаклани вырăнлă мар, халăх хаклатăр.

- Ертỹçĕ пулнă май çемйĕрпе чуна уçса калаçма вăхăт тупатăр-и?

- Хĕсĕкрех пулсан та çывăх çынсем валли вăхăт тупма тăрăшатăп. Килте халĕ мăшăрпа кăна юлтăмăр. Ывăлсемпе мăнуксем çуралнă çурта килсе çỹрени - чăннипех те уяв.

- Хальхи вăхăтра чылай пуçлăх социаллă сетьсенче хăйĕн ĕç-хĕлне çутатать...

- Кунта нимĕн начаррине те курмастăп. Манăн хамăн та страницăсем пур. Пĕтĕмпех алă тупанĕ çинчи пек.

- Спорт сирĕн пурнăçра мĕнле вырăн йышăнать?

- Сывă пурнăç йĕркине кăмăллатăп. Уйрăмах йĕлтĕрпе ярăнма юрататăп. Тата пушă вăхăт тупăнсанах юлташсемпе сунара каятпăр. Унта вара чăннипех те канатăп.

- Этемĕн чи паха енне хăшне тĕпе хуратăр?

- Çынлăха çухатмалла мар.

- Сирĕн карьера аталанăвĕ мĕнре-ши?

- Шанса панă ĕçре яваплăха туйса ĕçлемелле тата халăха улталамалла мар.

- Хăвăра телейлĕ тесе шутлатăр-и?

- Аттепе анне, мăшăрăн ашшĕ-амăшĕ, пĕр тăвансем те сывă, ачасем пурнăçра хăйсен вырăнĕсене тупнă, çывăх çынсемшĕн кил алăкĕ яланах уçă. Çакăнтан ытла пысăк телей курмастăп эпĕ.

Авангард



27 декабря 2019
09:57
Хроника
Поделиться