Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕç паттăрĕсене халалланă кĕнекепе ялсенче те паллашĕç

НУМАЙ пулмасть çеç хамăрăн ентеш, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ Петр Самакин ĕç паттăрĕсене, тава тивĕçлĕ агрономсене, ял хуçалăх управленийĕн начальникĕнче тĕрлĕ вăхăтра тăрăшнă хастарсене халалланă "Ты со мной, мое поле..." кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Ун пирки вулаканăмăра пĕлтернĕччĕ. Çак кунсенче автор 35 экземплярне Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăна парнеленĕ. Районти централизациленĕ библиотека системин директорĕ Алевтина Овчинникова хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, "чун апачĕсене" ялти вулавăшсене валеçсе параççĕ. Малашне ял библиотекисенче те симĕс хуплашкаллă паха кĕнекепе паллашма пулать. Çакна та палăртма кăмăллă. Кăçал çеç тĕп вулавăш фондне хамăрăн ентешсем - В. Селиванов, П. Малов, Р. Воробьева, В. Степанов, Л. Сорокина - хăйсен çĕнĕ кĕнекисемпе пуянлатрĕç. Творчество каçалăкĕнче авторсем хушăнсах пыни питĕ савăнтарать.

Авангард



27 декабря 2019
13:31
2019 год
Поделиться