Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Видеоконкурс çĕнтерỹçисем

Раççейре Театр çулталăкĕ пулнă май "Хыпар" издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакцийĕ "Театр - манăн пурнăçра" видеоконкурс ирттерчĕ. Унăн тĕллевĕ - артист пултаруллăхĕллĕ ачасене тупса палăртасси, аталанма хавхалантарасси пулчĕ. Конкурса 1-9-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Видеоĕçре чăвашла е вырăсла пĕр-пĕр юптарăва, е пьеса сыпăкне выляса кăтартса памаллаччĕ. Ĕçсене вара электрон почтипе ямаллаччĕ.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 4б класра вĕренекенсем тупăшăва хаваспах хутшăнчĕç. Вĕсем хăйсен видеоĕçĕнче Н. Куракова тата Л. Сорокина вĕрентекенсем тăрăшнипе Раиса Сарпин "Пукане" юмахĕ тăрăх çырнă пьеса сыпăкне выляса кăтартрĕç. Инесса Анисимова, Тимофей Шекеев, Виолетта Хитрова, Максим Иванов, Дина Хафизова, Анна Портнова, Злата Субботина хăйсене сцена çинче чăн-чăн артистсем пек тытрĕç. Редакцие çитнĕ ĕçсем пĕри тепринчен кăсăклăрах пулчĕç. Вĕсене Валерий Карпов (К. В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн актерĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ), Юрий Филиппов (Чăваш патшалăх пукане театрĕн илемлĕх ертỹçи, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ) тата Дмитрий Перов (Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн артисчĕ) хакланă. Ушкăнсем хушшинчи ăмăртура 4б класра вĕренекенсен видеоĕçĕ пĕрремĕш вырăн йышăннă.

А. ИВАНОВА

Авангард



24 декабря 2019
10:42
Хроника
Поделиться