Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Инкек куçа курăнса килмест, анчах асăрханма хистет

ИРТНĔ эрнере Анат Туçара ял клубĕ çунса кайрĕ. Пушар çĕрле, çынсем тутлă ыйхăра çывăрнă вăхăтра тухнă. Культура çуртне иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче йывăçран ăсталаса тунă. Иртнĕ çул ăна ятарлă программăпа юсаса çĕнетрĕç, тултан та, шалтан та капăрлатрĕç. Инкек куçа курăнса килмест, теççĕ. Анчах та унтан кирек хăçан та хамăрăнах асăрханмалла. Районти пушар надзорĕнчен Анат Туçари пăтăрмахăн сăлтавне хальхи вăхăтра та пайăрлăн каламарĕç-ха. Инкек мĕнрен тухнине ятарлă лаборатори тĕпчет. Малтанхи "диагноза" МЧС службин сотрудникĕсем электротехникăпа çыхăнтараççĕ.

Çĕнĕ çул кунсерен çывхарса пынă май, районти пушар надзорĕн начальникĕ Андрей Тукмаков ачасен елкисенче, корпоративсенче вут-çулăмпа çыхăннă шоусем ирттерме юраманнине, гирляндăсене, сас парса сирпĕнекен таварсене ятарлă сертификат пур çĕртен çеç туянмалли пирки тепĕр хут аса илтерчĕ. Йăлтăр-ялтăр çутăсене тимлĕхсăр хăвармалла маррине те манмалла мар.

Авангард



24 декабря 2019
09:52
2019 год
Поделиться