Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шырав отрячĕ - ĕçре

Çарпа патриотла воспитани парас ĕçе пысăк тимлĕх уйăрнăран Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулта "Эзтабар" ("Шыравçă") отрячĕ ăнăçлă ĕçлет. Унăн йышĕнче 8-10-мĕш классенче вĕренекенсем тăраççĕ. Ертỹçи - истори учителĕ Г. Сабитова.

Шырав отрячĕн членĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсен аса илĕвĕсене çырса илеççĕ. Ветерансен çемйисемпе тĕл пулса шкулти Астăвăм кĕнеки валли сведенисем пухаççĕ. Стенд та тăвасшăн. Шкул директорĕ Г. Сабитова палăртнă тăрăх, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнĕ пĕр ентеш те манăçа юлмĕ. Ахальтен мар стенд ятне "Журавли" юрăри сăмахсемпе - "Шурă тăрнана çаврăнчĕç вĕсем" - çыхăнтарасшăн.

Шырав отрячĕн членĕсем интернетпа та нумай усă кураççĕ. Хỹтĕлев министерствин Тĕп архивĕн "Мемориалти" материалĕсем тата "Халăх астăвăмĕ", "Вилĕмсĕр полк" сайтсем пулăшу кỹреççĕ. Вĕсене ачасем папкăсене пухса пыраççĕ. Унта салтаксен çарти кун-çулĕ, биографийĕ, наградисем, справкăсем уççăн курăнаççĕ. Шыравçăсем паттăрсем çинчен материалсем пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтараççĕ.

"Ветерансем каласа параççĕ" электронлă альбом та йĕркелесшĕн. Унта аса илỹсем пулĕç.

Вăхăт пĕр вырăнта тăмасть. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çывхарать. Шырав отрячĕн членĕсене пулăшма кăмăл пуррисене те хирĕçлеместпĕр эпир. Пĕрлехи вăйпа Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисем çинчен тата та ытларах паха материалсем пухăпăр.

Г. СЕМИГУЛЛОВА

Авангард



17 декабря 2019
09:38
Хроника
Поделиться