Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ăнăçу сăлтавĕ - професси ăсталăхĕнче

Кирек мĕнле ĕçре те кашни çын хăйĕн вырăнĕнче чăн ăста пулни пĕлтерĕшлĕ. Полици сотрудникĕсемшĕн çак ыйту тата ытларах çивĕч тăрать тесен те юрать. Мĕншĕн тесен чăн малтан пире тăнăç пурнăçпа тивĕçтерекенсем шăпах йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем. Çак кунсенче РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн кадрсемпе ĕçлекен пай сотрудникĕпе, шалти ĕçсен службин капитанĕпе Н. Андреевпа тĕл пулнă май, вĕсен паянхи йышĕ, сотрудниксен службăри, общество пурнăçĕнчи хастарлăхĕ, ăсталăхĕ пирки сăмах пуçартăм. Шухăша çирĕплетме тенĕ пекех, нумай пулмасть çеç кунта районти полици сотрудникĕсен професси ăсталăхне, право хуралĕн саккунĕсене мĕнле пĕлнине, спорт нормативĕсене тултарма тĕрĕслекен республикăри комисси ĕçленĕ-мĕн. ЧР шалти ĕçсен министерстви пирĕн полици сотрудникĕсем пирки çырнă пĕтĕмлетĕвĕ начар мар. Николай Юрьевич çакна сахал мар тĕслĕхпе те çирĕплетрĕ. Чăн малтанах кăçалхи çур çулхи оперативлă служба ĕç-хĕлĕн кăтартăвĕпе Патăрьелсем республикăра пĕрремĕш вырăн йышăннине палăртса хăвармалла. Ку вăл пакунлисен йышĕ пĕлсе тата пĕр-пĕрне пулăшса ĕçленин результачĕ темелле.

Юхмапа Пăла тăрăхĕн полицийĕн составĕ çулсерен çĕнелсе, çамрăкланса пынине те палăртса хăвармалла. Кăçал çеç йыша 12 çамрăк сотрудник хутшăннă. Вĕсем хушшинче сержантсем те, офицерсем те пур. Хальхи вăхăтра хăшĕсем участковăйра, следователь ĕçĕнче, преступниксене вăхăтлăх тытакан изоляторта наставниксемпе пĕрле тăрăшаççĕ. Сăмах май каласан, районти шалти ĕçсен пайĕ паянхи кун та çар службинче пулнă çамрăксене куçăмсăр майпа аслă пĕлỹ илме вĕренме ярать.

Коллектив служба ĕçĕпе çеç мар, районта иртекен ытти мероприятисенче те палăрса тăрать. Полици сотрудникĕсем кирек мĕнле спорт ăмăртăвĕсене те хастар хутшăнаççĕ, ялан тенĕ пекех малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ. Районти культура çуртĕнче коллективсем хушшинче йĕркелекен конкурссенчен те айккине пăрăнса юлмаççĕ пакунлисем. Сăмах май каласан, Н. Андреев хăй те тăтăшах концертсене хастар хутшăнать. Улми йывăççинчен аякка ỹкмест тенĕ евĕр, нумай пулмасть Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта 8 класра вĕренекен Инесса хĕрĕ "Мои родители работают в полиции" республикăри конкурса хутшăнса пĕрремĕш вырăн йышăннă. Хĕрача ỹкерчĕкре амăшĕ ашшĕне ĕçрен мĕнле кĕтсе илнине сăрăпа ỹкернĕ.

Полици ĕçĕ пурнăçăн нихăш тапхăрĕн- че те çăмăл пулман. Халĕ те ансат мар. Çавăнпа та ун пек чухне аслă ăру çыннисен ырă опычĕ çамрăксемшĕн çул маякĕ вырăнĕнче. Ку тĕлĕшпе паянхи коллектив ветерансен канашĕпе (председателĕ А. Якимов) тачă çыхăнса ĕçлет. Обществăлла канаш членĕсем те (нумай пулмасть 13 çынтан çĕнĕ йыш суйланă) йĕрке хуралĕнче пысăк пулăшу параççĕ, районта преступлени шучĕ ан ỹстĕр тесе профилактика ĕçĕпе чылай тимлеççĕ. Сотрудниксем хушшинче те чăн-чăн наставниксем сахал мар. Акă, полици майорĕ С. Едифанов, В. Кузнецова подполковник çак системăра 30 çула яхăн ырă тĕслĕхлĕ. Урăхла каласан, полицейскисен професси ăсталăхĕ пуриншĕн те ăнăçу сăлтавĕ.

А. ЕГОРОВА

Авангард



03 декабря 2019
14:34
2019 год
Поделиться