Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Яла илем кỹрет часовня

Ноябрĕн 21-мĕшĕ Пăлапуç Нурăсĕнче пурăнакансемшĕн çеç мар, районти православи тĕнне ĕненекенсемшĕн те асра юлмалли кун пулчĕ. Кунта Михаил Архангел ячĕпе часовня уçнă.

Пăлапуç Нурăссемпе çак савăнăçа пĕрле пайлама район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Чернова, Чăваш Республикинчи Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Ишлĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Людмила Юркина, Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн епископĕ Феодор, Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн III округĕн благочиннăйĕ, Çветтуй Троица ячĕллĕ Туçа чиркĕвĕн настоятелĕ Николай Марков протоиерей, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Николай Курчаткинпа Юрий Попов, филологи наукисен докторĕ, доцент, республикăри вĕрентỹ институчĕн ректорĕ Юрий Исаев, Канаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов, Комсомольски районĕн пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин, округри пачăшкасем тата чиркĕве çỹрекенсем хутшăннă.

Кĕлĕ ирттернĕ хыççăн Феодор епископ пухăннисене уяв ячĕпе саламланă май храма Турра кĕл тăвакансем кăмăлтан çỹрессине шаннине палăртнă.

Владыка часовня тăвакансене тав тунă, хастар ĕçлекенсене чысланă.

Çĕнĕ часовньăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсене асра тытса лартнă палăкпа юнашар хăпартнă. Çакă çитĕнекен ăрăва ăс-тăнпа патриотла воспитани парас ĕçре витĕм кỹресси куç кĕретех.

А. ИВАНОВА

Авангард



26 ноября 2019
15:40
2019 год
Поделиться