Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вулав конференцийĕ

Чăваш халăх писатĕлĕ Сергей Павлов хайланă "Шупашкар кулачĕ" тата "Асамлă кĕпер" кĕнекесем ачасемпе çамрăксем валли çырнă произведенисен конкурсĕнче (2018ç.) çĕнтернĕ.

Çавна май чỹк уйăхĕнче Патăрьелĕнчи ача-пăча библиотекинче Сергей Павловăн "Асамлă кĕпер" повĕçĕ тăрăх Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулти 6-мĕш класра вĕренекенсемпе вулав конференцийĕ иртрĕ (Валентина Федорова чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ).

Ĕç пуçламăшĕнче ача-пăча уйрăмне ертсе пыракан Антонина Иголкина вĕренекенсене хамăр тăван чĕлхене, искусствăна аталантармалли çинчен ăнлантарчĕ, викторина ирттерчĕ. "Асамлă кĕпер" - автобиографилле повĕç. Повĕçри герой, Çеруш, асамлă кĕперĕн асамлăхне шырать. Çеçпĕл Мишшин (Михаил Кузьмин) асламăшĕпе кукашшĕ вĕсен ялĕнчен иккен. Ачасем кăвар чĕреллĕ поэтăн шăллĕ Гурий Кузьмич Кузьмин арçын ачан, Çерушăн, ашшĕпе туслă пулни те питĕ кăсăклантарчĕ.

Çеруш ашшĕпе Гурий Кузьмин ачасене кăткăс ыйтусен хуравне тупма пулăшаççĕ, çуралнă çĕршыв илемне асăрхама, тăван чĕлхе асамлăхне туйма хăнăхтараççĕ.

Вĕренекенсемшĕн асамлă кĕпер икĕ асамлă вырăна çыхăнтарни, пĕр вĕçĕ - Касаккасси Шĕкĕр (Çеçпĕл çуралнă ял), тепĕр вĕçĕ - Кĕçĕн Çавал тăрăхĕсене (Кĕçĕн Çавал тăрăхĕнчи Пайкилтре ялĕнчен Константин Ивановăн йăхĕ пуçланса кайнă вырăн) çыхăнтарнă тесе каланă вырăнсем питĕ кăсăклă пулчĕç.

Конференци вĕçĕнче Сергей Павлов çинчен пĕлме те интереслĕ пулчĕ. Вăл Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, чăваш халăх поэчĕ. Унăн произведенийĕсем ача чунне питĕ çывăх, ăнланмалла.

Конференци ĕçне Дима Прохоров, Валерия Саламатова, Эдуард Федоров, Эльвина Хамидуллина, Уляна Солдатова, Илья Фомин уйрăмах тăрăшса хутшăнчĕç. "Асамлă кĕпер" кĕнеке çинчен, повĕçри тĕп герой çинчен питĕ юратса, кăмăллă калаçрĕç.

Сергей Павлов-Эснер çырнă кĕнекесем çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани параççĕ.

Ăс пухакансемшĕн вулав конференцийĕ пите усăллă иртрĕ.



26 ноября 2019
15:08
2019 год
Поделиться