Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

«Тăван радио» Юхмапа Пăла тăрăхне те çитрĕ

Ыхра Çырминче ятарлă передатчик вырнаçтарнăран октябрĕн 18-мĕшĕнчен «Тăван радио» передачисене Патăрьел, Комсомольски,  Елчĕк районĕсенче пурăнакансем те итлеме пултараççĕ. Çавăн пекех Канашпа Йĕпреç районĕсенчи хăш-пĕр ялсене те çак савăнăç çитнĕ. Çĕнĕ хыпарсемпе юрă-кĕвĕ радиостанцин передачисене итлес тесен приемниксене 106,9 FM частота çине куçармалла. Сёмах май, «Тăван радиора» ытларикунпа эрнекун Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи хыпарсемпе те паллашма пулать.

А. Иванов

Авангард



22 октября 2019
09:54
2019 год
Поделиться