Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кĕнеке - этемлĕхĕн чи пысăк пуянлăхĕ

Районти культура тата библиотека системинче ĕçлекенсен иртнĕ çулхи ĕçне пĕтĕмлетекен пухăвĕнче вулавăшсем валли çĕнĕ кĕнекесем туянас енĕпе укçа-тенкĕ хĕсĕкреххи çинчен сăмах пынăччĕ. Паян вара федераци, республика, район бюджечĕсем уйăрнипе çỹлĕксем чылай илемлĕ литературăпа пуянланни çинчен хаваспах пĕлтерчĕç кунти ĕçченсем.

- Тĕрлĕ темăпа, тĕрлĕ ỹсĕм çулĕнчисем валли туянтăмăр кĕнекесем. Çĕнĕ авторсен хайлавĕсене те илме тăрăшрăмăр. Классиксен произведенийĕсене кăмăллакансене те кỹрентерес мар терĕмĕр. Çамрăксем "3-D" мала хураççĕ. Урăхла каласан, вулакансен кăмăлĕсене тивĕçтерекеннисемпе çỹлĕксене пуянлатрăмăр,- терĕ централизациленĕ библиотека системин директорĕ А. Овчинникова

Фонда пуянлатма Анат Туçари тата Çĕньялти библиотекăсем тĕрлĕ конкурса хутшăнса грантсем çĕнсе илни те пулăшнă.

Л. Романова, К. Селиванова, В. Суйманов, Ф. Ахметова, С. Кудряшова, С. Шекеев тата ыттисем те кĕнекепе, хаçат-журналпа туслă. Т. Полякова вара килĕнчи библиотекăран та вулавăша сахал мар кĕнеке парнеленĕ.

- 2-3 ачаллă çемьесем те çĕнĕрен классиксене "шĕкĕлчеме" пикенчĕç. М. Шолохов, А. Дюма, М. Достоевский тата ыттисен произведенийĕсемпе те интересленеççĕ. Вуласа тухнă хыççăн тĕп геройсен пурнăçĕ пирки калаçу пуçараççĕ. Хăшĕ-пĕри вĕсене пурнăçра ырă тĕслĕх вырăнне хурать,- тет тивĕçтерỹ пайĕн заведующийĕ Н. Ракова.

М. Лермонтов, Л. Толстой, А. Чехов писательсен кĕнекисем вара шкул программине кĕреççĕ. Вĕсем те çỹлĕксем çинче выртса тăмаççĕ. Çуккисене библиотека ĕçченĕсем республика вулавăшĕсенчен çырăнса илсе пама тăрăшаççĕ.

Ачасене çамрăкранах кĕнекепе туслашма явăçтарасшăн кунта ĕçлекенсем. Кĕçнерникунсенче ача сачĕсене тухса вулав сехечĕсем йĕркелеççĕ. Çитĕнекен ăрăва пĕр-пĕр юмах каласа параççĕ. Унти чĕр чунсене хут çине ỹкерме сĕнеççĕ е пластилинран кỹлеписене ăсталама хутшăнтараççĕ.

Вулавăш ĕçченĕсем йĕркелекен мероприятисене палăртса пĕтерме те çук. Республикăри культура, наци тата архив ĕçĕсен министерстви, Наци библиотеки тата профессиллĕ писательсен канашĕ пуçарнипе пулаканнисене пĕрне те сиктермеççĕ тесен те юрать. "Литературăллă Чăваш Ен. Чи лайăх вуланакан кĕнеке- 2017" фестивальтен "Чи лайăх мероприяти" номинацин дипломĕпе таврăннă.

Кивĕ Ахпỹртре çуралса ỹснĕ Марина Карягинан "Кĕмĕл тумлă çар" кĕнеки конкурса хутшăннă. 371 сасă пуçтарнă. Ăна вулакансемпе онлайн-викторина ирттернĕ. Вăтаел (Н. Яковлева) тата Кивĕ Ахпỹрт (И. Козлова) ял библиотекисенче конференцисем йĕркеленĕ. Татмăшри (А. Дюкина), Шăхачри (С. Убаськина) вулавăшсенче бук-трейлер пăхнă.

Чăваш халăх поэчĕ, нумай преми лауреачĕ Геннадий Айхи юбилейĕ тĕлне каллех онлайн-викторина ирттернĕ. Унта 14 çул тултарнă тата аслăрах çулхисем хутшăннă. 21 ыйтăва тĕрĕс хурав паракансене парнеллĕ тунă. Çакă интереслĕ: Айхие чăнах та тĕнче вулать. Викторинăна Белоруссинче пурăнакан 64 çулхи С. Погодич та хутшăннă. "Айхи çутти нихăçан та сỹнмĕ" тĕнче шайĕнчи мероприятие те асра юлмалла йĕркелеме явăçнă.

Тĕрлĕ ăру çынни валли ятарлă клубсем те ĕçлеççĕ тĕп библиотекăра. "Савăнăç" клуба çỹрекенсем пĕчченлĕхе сиреççĕ, тус-юлташпа курнăçаççĕ. Е. Юлдашевăпа М. Вахитов районта тухса тăракан "Авангард" хаçата эрнесерен килсе пĕр сиктерми вулаççĕ. Вĕсем пеккисем татах та пур. Треньелĕнчи И. Галкин тăтăш çỹрет библиотекăна. Вăл 17-18 кĕнеке илсе кайса тус-юлташне вулаттарни те сахал мар пулнă. Именкассинчен А. Осипова çỹретчĕ. Сывлăхĕ хавшанине кура халĕ хĕрĕ кĕнекепе тивĕçтерет. Патăрьелĕнчи Н. Кудрявцевăна та мăнукĕсем тĕрлĕ литература килне илсе кайса параççĕ. Ватă çынсем патне библиотекарьсем хăйсем те тухса çỹреççĕ. сусăрсене те манмаççĕ. Çĕнĕ кĕнекесемпе, хаçатри информацисемпе паллаштараççĕ.

"Хавхалану" клуба шкулсенчи чăваш чĕлхипе литература учителĕсем, сăвă-калав çырма пуçăнакансем, краеведсем çỹреç- çĕ. Вĕсем вырăнта ларусем ирттернипе çеç çырлахмаççĕ, экскурсисене те тухса çỹреççĕ.

Районти централизациленĕ клуб çывăхĕнче урамри библиотека ĕçлет. Унти кĕнекесене улăштарсах тăраççĕ. Вулакансем пур. Анчах тепĕр чухне хăш-пĕр кĕнекесене каялла вырăна килсе хуни сисĕнсех каймасть. Район библиотекин фондĕнче тăмаççĕ пулин те вĕсене пĕр çынна вулаттарассишĕн çеç хумаççĕ вĕт-ха унта.

Аслă çулхисене финанс пĕлỹлĕхне парас, Интернетпа усă курма хăнăхтарассине тата ыттисене вĕрентес тĕлĕшпе специалистсене чĕнсе калаçусем йĕркелеççĕ. 18 библиотекăра право пĕлĕвĕсем паракан консультаци пункчĕсем ĕçлеççĕ. Вĕсене Пенси фончĕн специалисчĕсем те графикпа килĕшỹллĕн тухса çỹреççĕ. Тĕп библиотекăра юрист кĕтесĕ пур.

Патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерессипе те ĕçлеççĕ библиотекарьсем. 16 вулавăшра МФЦна килмесĕрех тĕрлĕ хут тутарма пулать. Методика пайĕн заведующийĕ И. Гаврилова вĕсемпе те туллин паллаштарма тăрăшрĕ.

Лермонтов, Айхи, Тукай... вулавĕсем, сăвăрсен, вĕçен кайăксен... кунĕсем, Çĕнĕ çул тата ытти уявсем пĕри те йĕрсĕр иртмеççĕ.

Алă ĕç ăстисем мастер-классем йĕркелени кăмăллă. Пĕрне Ульяновск облаçĕнчи Т. Федоровичева та килнĕ. Таня çамрăк пулин те урапа (сусăрскер) мĕн тĕрлĕ ỹкер- чĕк çеç тумасть-ши! Ĕçĕсем пурте чĕррĕн курăнаççĕ.

Кашни мероприятие вулавăш ĕçченĕсем тăрăшса хатĕрленеççĕ. Республика шайĕнчисенче чылайăшĕнче дипломсемпе Хисеп хучĕсене тивĕçеççĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Авангард



22 октября 2019
10:16
2019 год
Поделиться