Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пурне те ятран асăнар...

Районти тĕп вулавăшра "Вспомним всех поименно..." ятпа пичетленсе тухнă çĕнĕ кĕнекене пахаларĕç. Унăн авторĕсем - Кивĕ Ахпỹртри А. Салминпа А. Павлова. "Чун апатне" пахалама районти тавра пĕлỹçĕсем, çыравçăсем, библиотекарьсемпе музей, архив ĕçченĕсем, чăваш чĕлхине вĕрентекенсем, авторсен çывăх тăванĕсемпе кỹрши-арши, вулакансем пухăнчĕç.

600 ытла страницăллă, яка та илемлĕ хуплашкаллă, калăпĕпе те пысăк кĕнекере çыравçăсем Туçа ял тăрăхне кĕрекен çичĕ ялтан граждан тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă хастар паттăрĕсем çинчен тĕплĕн çырса кăтартнă. Материалсене хронологи енĕпе вырнаçтарнă. Малтан - граждан, ун хыççăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçисене хутшăннă, вăрçăран таврăнайманнисен, унтан чĕрĕ таврăнса пурăннă ентешсем çинчен çырса кăтартнă. Çавăн пекех çыравçăсем Япони, Венгри, Чехословаки, Афган, Чечня вăрçисене хутшăннисене те манса хăварман. Кĕнекере вăрçă вăхăтĕнчи ял пурнăçне, вăрçă ачисем тылра тăрăшса ĕçленĕ хастар ĕç ветеранĕсем çинчен çырнă тĕрленчĕксемпе паллашма уйрăмах кăмăллă.

"Кĕнекене манăн Туçа ял тăрăхĕн энциклопедийĕ тесе калас килет. Пур енĕпе те паха та пуян вăл", - тесе хак пачĕ Чăваш Республикин журналистсен союзĕн членĕ Н. Ларионов. Районти краеведсен ертуçи Дмитрий Коннов Александр Николаевича "Чăваш Республикин паллă тавра пĕлỹçи" паллăпа чысларĕ. Сакăр теçеткерен иртнĕ ĕç ветеранĕ Лидия Наташкина ачалăхне аса илнĕ май, вăрçă çинчен чуна хумхантаракан сăвă каласа пачĕ. Лидия Кошкина та ашшĕ вăрçа тухса кайнă чухне 6-ра пулнăскер, ашшĕне курса та юлайманнишĕн халĕ те пăшăрханнине пĕлтерчĕ.

Вулавăш ĕçченĕсем "Туçа ен тăрăхĕ -асамлă çĕр вырăнĕ" кĕнекесен выставкипе паллаштарчĕç.

Александр Николаевич аллине калем тытни вунă çул иртрĕ. Çак кĕске вăхăтра вăл 5 кĕнеке калăплама мехел çитерчĕ. 72 çулхи çыравçăн кун-çулĕ çăмăл пулман. Аслă пĕлỹ илнĕ хыççăн 1977_1982 çулсенче Кивĕ Ахпỹрт- ри сакăр çул вĕренмелли шкул директорĕнче вăй хурать. Физика, рисовани, черчени, физкультура, автомобиль, трактор, информатика, астрономи, экономика, географи, тăван ен культури, природоведени тата ОБЖ предмечĕсене те ачасене вĕрентнĕ. 2007 çултанпа тивĕçлĕ канура.

Кĕнекесем калăплас ĕçе вăл хăйĕн хĕрне те явăçтарать. Алевтина Александровна И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче истори факультетĕнче вĕреннĕ. Хальхи вăхăтра Шупашкарти 3-мĕш шкулта истори учителĕнче вăй хурать.

Н. МАЗЯКОВА

Авангард



04 июня 2019
09:37
2019 год
Поделиться