Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Укçа-тенкĕ шута юратать

Районти депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕнче çак шухăш патне депутатсем, ял тăрăх пуçлăхĕсемпе район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисем пĕрре мар таврăнчĕç. Çакăн валли сăлтавĕ те пулчĕ - кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри депутатсен Пухăвĕн 2019 çулхи ĕç планне çирĕплетесси, 2019 çулхи тата планпа пăхнă 2020 тата 2021 çулсем валли йышăннă бюджета улшăнусем кĕртесси.

Ларăва районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ Михаил Петров ертсе пычĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, акционерсен "Агро-инвест" хупă обществин ĕç тăвакан директорĕ Олег Мешков, район прокурорĕ Николай Осипов, РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн начальникĕ Андрей Фомин хутшăнчĕç.

Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ тăхăр ыйтăва та тĕплĕн сỹтсе яврĕç, кашнийĕнпех тухса каларĕç, критиклерĕç те, пархатарлă ырă сĕнỹсем те пачĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова районăн кăçалхи тата маларахри бюджет укçа-тенкине мĕнле усăллăрах тата вырăнлăрах пайласси пирки калакан доклад хыççăн ял тăрăх пуçлăхĕсен те ыйтусем çуралчĕç. Кашнийĕ хăйĕн территорине хỹтĕлеме тăрăшрĕ. Светлана Алексеевна хăйĕн докладĕнче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем обществăлла инфрастуктурăна аталантарас тĕлĕшпе йĕркелекен программăсене хутшăннине, çавна май республика бюджетĕнчен конкурс итогĕпе 12 проектшăн 12395,7 пин тенкĕ уйăрнине каларĕ. Ытти пайĕ вара пуçару бюджечĕпе пурнăçланать: халăх укçи, предпринимательсен, ытти хастарсен ыр кăмăллăхĕ...

Çĕнĕ Ахпỹртри шкул çуртне (ăна 1952 çулта тунă) çĕнетес тĕллевпе бюджетăн пĕр йĕркине çырăнни вара пысăк ыйту шутланчĕ тесех калас килет. Çак ялсемшĕн ку ыйтупа "пăр" тапранчĕ-ши е çук? Ăна хальлĕхе калама иртерех-ха, çапах та депутатсем Евгений Мартышкин депутат Чăваш Республикин Пуçлăхĕ патне пулăшу ыйтса çырнине пĕр саслă пулса йышăнчĕç.

Сессире 2018 çулхи районти контрольпе счет органĕн тата район полицийĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки отчетсене итленĕ хыççăн район прокурорĕ Николай Осипов тухса каларĕ, районта коррупципе кĕрешес, уйрăм çынсенчен сĕтев (взятка) илес, çав вăхăтрах преступлени тăвассине чакарас тĕллевпе тивĕçлĕ профилактика ĕçне йĕркелес тата ытти ыйтăва та çивĕчлетрĕ.

Районти депутатсен Пухăвĕн ларăвне ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ хутшăнни унăн ĕçне тата ытларах витĕм кỹчĕ. Олег Вадимович хăйĕн сăмахĕнче ентешсен пуçарăвне, депутатсем ларура хускатнă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене тивĕçлĕ çĕре çитерме шантарчĕ, бюджета пуянлатас тĕллевпе халăхпа ăнланса ĕçлеме ăнăçу сунчĕ.

- Ларура йышăннă ыйтусем пурте пĕрлехи вăйпа, халăх ăнланулăхĕпе татса памалли ыйтусем. Çавăнпа та хамăрăн хыснана ытлă-çитлĕ тăвас тесен депутатсен те, ял тăрăх пуçлăхĕсен те пĕрле ĕçлемелле,_-терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ калаçăва пĕтĕмлетсе.

А. НИКОЛАЕВА

авангард,22.03.2019



22 марта 2019
13:44
Поделиться