Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уçă турнира хутшăнса

Канаш хулин хисеплĕ гражданинĕн Ю. Андреевăн парнисене çĕнсе илессишĕн "Локомотив" спорт комплексĕнче 2005-2007 çулсенче çуралнă ачасем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе йăлана кĕнĕ турнир иртрĕ. Унта 150 ытла кĕрешỹçĕ хутшăнчĕ. Пирĕн район чысне 8 çамрăк хỹтĕлерĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти А. Цветков (39 килограмм таранчченхи виçерисемпе), Р. Вахитов (50 кг) пĕрремĕш вырăнсене йышăнчĕç. Вĕсене кĕрешỹ мелĕсене "Паттăр" ФСК тренерĕ И. Алеев хăнăхтарать.

Шăнкăртамри Э. Феизов ячĕллĕ вăтам шкулта вĕренекен С. Исхаков (29 кг) виççĕмĕш вырăна тухрĕ. Ăна ăмăртусене ашшĕ хатĕрлет.

Çавăн пекех Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти А. Хисамутдинов, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти К. Макаров, Д. Андреев, Хирти Пикшикри вăтам шкулти С. Калмыков та лайăх кăтартусемпе палăрчĕç.

А. ИВАНОВА

Авангард, 22.03.2019



22 марта 2019
12:58
Поделиться