Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Семинар иртрĕ

Патăрьелĕнчи 1- мĕш вăтам шкулта районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен республика шайĕнчи "Нумай культура талккăшĕнче чăваш чĕлхине вĕрентесси" темăпа семинарĕ иртрĕ. Унта 40-е яхăн вĕрентекен хутшăнчĕ.

Семинара Чăваш Республикин вĕрентỹ институчĕн этнокультура аталанăвĕн кафедринчи А. Егорова, Н. Иванова, А. Федоренчик ертсе пычĕç. Вĕсем паянхи кун вĕрентекенсене кăсăклантаракан ыйтусемпе тухса каларĕç.

Уйрăмах учительсене А. Его- рова чăваш чĕлхине ытти чĕлхесемпе танлаштарни çинче чарăнса тăни килĕшрĕ. Вăл хăйĕн лекцийĕнче чăваш чĕлхине вырăс шкулĕсенче мĕнле вĕрентмелли çинчен тĕплĕн каласа пачĕ.

Чăвашсем Раççей Федерацийĕнче халăхсен шучĕпе 5-мĕш вырăнта тăраççĕ. Вĕсенчен çурри хамăр республикăра пурăнать. Чăваш тата вырăс чĕлхисем патшалăх чĕлхи шутланаççĕ. Çак ыйтусене те хускатрĕ Анна Семеновна хăйĕн лекцийĕнче.

Н. Иванова чăваш литературине тĕрлĕ халăх литературипе танлаштарса вĕрентни ачасемшĕн усăллă пулнине палăртрĕ.

Çавăн пекех чĕлхене тĕпчекен украина каччи семинарта тухса калани те пурне те килĕшрĕ. Вăл пирĕн чĕлхене пĕлни итлекенсене тĕлĕнтерчĕ.

Семинар пуриншĕн те усăллă пулчĕ.

В. ФЕДОРОВА, Л. СОРОКИНА, Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул вĕрентекенĕсем

Авангард,19.03.2019



19 марта 2019
10:06
Поделиться