Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сыхăлăхпа юнашар - ăнлантару ĕçĕ

Мартăн 13-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов районта террорла ĕçсене хирĕç кĕрешессипе тимлекен комиссин ларăвне ирттернĕ. Мухтав Турра, пирĕн тăрăхра ку тĕлĕшпе лару-тăру лăпкă та тăнăç. Çапах та Рудольф Васильевич сыхăлăха яланах упрамаллине, терроризмпа экстремизм пирки халăхра кирлĕ ăнлантару ĕçĕсем ирттермеллине çивĕчлетнĕ.

Комисси ларăвĕнче 2018 çулта районти тĕрлĕ объектра террорла хăрушлăхран сыхланас тĕллевпе ирттернĕ тĕрĕслевсенче палăртнă çитменлĕхсене мĕнлерех пĕтернине сỹтсе явнă.

Çавăн пекех район прокурорĕ Николай Осипов иртнĕ çул районти объектсенче террорла тапăнуран сыхланас тĕлĕшпе ирттернĕ тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарнă, район администрацийĕн ятарлă программăсен пай пуçлăхĕ Григорий Каллин муниципалитет территорийĕнче террорла актсем пирки суя хыпар сарассинчен сыхланас тĕлĕшпе пурнăçланă ĕçсем, район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова Раççей Федерацийĕн законодательствипе килĕшỹллĕн ведомствăна пăхăнса тăракан объектсем террорла хỹтĕлеве мĕнле пăхăнни пирки хыпарланă.

А. НИКОЛАЕВА

Авагард, 15.03.2019



15 марта 2019
14:03
Поделиться