Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уяв кăмăллă иртрĕ

Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçисен кунне халалласа  Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕн 5-8 класĕсенче вĕренекенсем валли  уяв иртрĕ. Ăна 6-мĕш класра вĕренекенсем ертсе пычĕç. Чи малтанах Саша Сапожников Петĕр Хусанкай поэмин «Мĕн-ши вăл Тăван çĕр-шыв?»  сыпăкне вуласа савăнтарчĕ. Валерий Журавлевпа Алексей Киданов вуланă сăвăсем те килĕшрĕç куракансене.  Çавăн пекех 6 класс ачисем «Пацаны», «Афганистан» юрăсемпе тухрĕç сцена çине. 8-мĕш класри Саша Шайманов гитара каларĕ.

       Уявăн иккĕмĕш пайĕнче «Чи тавçăруллисем, вăйлисем…»  ăмăрту пулчĕ. Светлана Никитина класс ертÿçипе 6-мĕш класри Маша Агашева темле конкурс витĕр те кăларчĕç  çĕршывăн пулас хÿтĕлевçисене. 5-8 классенчи тăватшар ачаран тăракан  4 маттур та çивĕч ушкăн тупăшрĕ. «Шÿтлĕ ыйтусем» конкурсра 8-мĕш классен «Чăвашсем» ушкăнне çитекенни пулмарĕ. «Салтак çырăвĕ» конкурсра ачасен салтак  ашшĕ-амăшĕ патне янă «çырури» йăнăшĕсене тупмаллаччĕ, кунта та 8-мĕшсем маттур пулчĕç, 6-мĕшсем те вĕсенчен юласшăн пулмарĕç. «Витĕр куракан» конкурс вара пурне те кăсăклантарчĕ. Ушкăнсенчи кашни ачан çыхнă куçпа алă айĕнчи пĕр япалана илмелле те мĕн иккенне каламалла-мĕн. Кунта вара 5,6,7 класс ачисем мала тухрĕç. «Снайперсем» конкурсра пур класс ушкăнĕ те икшер балл пухрĕ. «Чи вăйсăр салтак» конкурсра тавçăрулăхĕпе 8-мĕш класри Катя Матвеева хăйсен ушкăнне мала кăларчĕ. «Чи тавçăруллисем, вăйлисем…» ята 8-мĕшсен «Чăвашсем» ушкăнĕ çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăнта 6-мĕшсен «Ăмăрт кайăкĕ» пулчĕ, виççĕмĕшĕнче -  7-мĕш классен «Космонавтсем» ушкăнĕ. Пиллĕкмĕшсен «Чăваш ачисем» ушкăнĕ те ăмăртура хастар пулчĕ.

       Куракансем валли те тĕрлĕ ыйту хатĕрленĕ 6-мĕшсем. Кунта вара 7-мĕш класри Катерина Васильева чи маттурри пулчĕ. Çавăн пекех 5-мĕш класри Дима Васильевпа  8-мĕш  класри Илья Тактынова палăртса хăвармалла.

       Уяв пурин кăмăлне те кайрĕ.



22 февраля 2019
09:30
Поделиться