Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Янăрарĕ купăс сасси, кĕрлерĕ уяв!

Треньелĕнчи культура çуртĕнче Раççей Федерацийĕн Конституцине йышăннăранпа 25 çул çитнине халалласа "Паттăрсен йĕрĕпе, авалхи культура тымарĕсем, йăла-йĕрке" темăпа истори тапхăрĕсен районти иккĕмĕш фестивалĕ иртрĕ.

Юхма ен - нумай нациллĕ пысăк çемье. Унта чăвашсем, тутарсем, ирçесем, вырăссем туслăн, килĕштерсе пурăнаççĕ. Кашни халăхăн хăйĕн йăли-йĕрки, юрри-ташши, чĕлхи. Шăпах вĕсене упраса хăварас, анлăн сарас, халăх ăсталăхне ăруран-ăрăва куçарса пыракансене палăртас, çак ĕçе çамрăксене явăçтарас тĕлĕшпе йĕркелерĕç те фестивале.

Унта 19 коллектив хутшăнчĕ. Вăл йышра "Умарина", "Шуçăм", "Çăлкуç", "Илем" халăх ансамблĕсем те пур.

Шăмăршă районĕнчи Кĕçĕн Пуянкассинчи "Ахаяс" халăх тата "Шăнкăрав" фольклор коллективĕсем те фестивале паха репертуарпа килнĕ. Авалхи чăвашсен тумĕпе вĕсем хăна юррисемпе йăли-йĕркине кăтартрĕç. Куракансемшĕн чăваш, ирçе, тутар халăхĕсен тумĕ илĕртỹллĕ, юрри-ташши кăмăллă пулчĕ. Уйрăмах Пăлапуç Пашьелсем (ертỹçи Е. Иванова) чăваш туйне çỹллĕ шайра кăтартрĕç . Тутар Сăкăт фольклор коллективĕ те вĕсенчен юласшăн пулмарĕ.

"Чи лайăх фольклор коллективĕ" номинацин пĕрремĕш степенĕ Тури Чакăри "Чемен", Первомайскинчи "Шуçăм" халăх фольклор ансамблĕсене тивĕçрĕ.

Иккĕмĕш степеньлĕ дипломпа Кивĕ Ахпỹртри "Юрлар, тăван", Шăхачри "Умарина" фольклор ансамблĕсене, виççĕмĕшĕпе Нăрваш Шăхалĕнчи "Утмăлтурат" фольклор коллективне чысларĕç.

"Чи лайăх йăла-йĕрке юрри" номинацире Пăлапуç Пашьелсем çĕнтерчĕç. Каншелĕнчи "Çăлкуç" тата Çĕньялти "Илем" халăх фольклор ансамблĕсем иккĕмĕш, Кĕçĕн Пуянкассинчи "Ахаяс" халăх тата Тутар Сăкăтĕнчи "Тулган ай" фольклор коллективĕсем виççĕмĕш степеньлĕ димломсене, фестивале хутшăннисем пурте тава тивĕçрĕç.

Тăрăн ял тăрăхĕн пуçлăхĕ К. Михеев çакнашкал уяв малалла та тăсăласса, унта тата йышлăн хутшăнасса шаннине палăртрĕ.

А. ИВАНОВА

Авангард, 18.12.2018



18 декабря 2018
11:10
2018 год
Поделиться