Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ

Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ

Декабрĕн 10-мĕшĕнче районти депутатсен Пухăвĕн XXVI ларăвĕ иртнĕ. Ăна район пуçлăхĕ М. Петров ертсе пынă. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, ЧР юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерствин представителĕ М. Александрова, район прокурорĕ Н. Осипов, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем, ял тăрăх пуçлăхĕсем, организаци-предприяти ертỹçисем хутшăннă.

Депутатсем чи малтанах Патăрьел районĕн 2018 çулхи тата планпа пăхнă 2019, 2020 çулсенчи бюджета çирĕплетнĕ. Йышăну проекчĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ-_ финанс пайĕн начальникĕ С. Чернова тухса калаçнă.

Кăçал район бюджечĕн тупăшĕ пĕлтĕрхинчен 38276,8 пин тенкĕ е 5,1 процент ỹснĕ, çапла майпа 784150,3 пин тенкĕпе танлашнă. Тăкаксем 37860,6 пин тенкĕ е 5 процент нумайланнă. Вĕсен хисепĕ - 795089,5 пин тенкĕ.

Вĕрентỹ системи тата вĕрентỹ учрежденийĕсен ĕçне лайăхлатас ыйтупа район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ И. Рубцова доклад тунă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов районăн 2019 тата планпа пăхнă 2020, 2021 çулсенчи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн прогнозĕпе паллаштарнă. Муниципалитет пурлăхне приватизацилемелли план çинче те чарăнса тăнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительство тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пайĕн начальникĕ Р. Ямалетдинов пухăннисене кăçал пурнăçланă тата çитес çул тумалли ĕçсемпе паллатарнă.

Ларура тата ытти ыйтусене те тишкернĕ, пуринпе те тивĕçлĕ йышăну тунă.

(Хамăр корр.).



14 декабря 2018
09:59
Поделиться