Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пĕтĕм Раççейри йышăну кунĕ иртнĕ

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн хушăвне пурнăçласа декабрĕн 12-мĕшĕнче граждансене йышăнмалли кун иртнĕ. Йышăну 12 сехетран пуçласа 20 сехетчен пынă. Кашниех РФ Президенчĕн йышăну пỹлĕмне, патшалăх тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусене пама пултарнă.

Çак кун Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ тата ял тăрăх пуçлăхĕсем пурĕ 75 çынпа курнăçнă, пĕр çырăва пăхса тухнă.

Йышăнăва пынă çынсене коммуналлă каяшсене илсе тухасси, çулсене, социаллă сферăри объектсене юсасси тата реконструкцилесси, килсĕр-çуртсăр йытăсене тытасси, ачасен тата ашшĕ-амăшĕн, халăхăн сывлăхне сыхласси, нумай ачаллă çемьесене çĕр пайĕ уйăрса парасси тата ытти те кăсăклантарнă.

(Хамăр корр.).



14 декабря 2018
10:28
Поделиться