Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кăтартусемпе, заводпа паллашнă

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче республикăри патшалăх ветеринари службин ертỹçи - патшалăх тĕп ветеринари инспекторĕ С. Скворцов ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă. Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕпе Л. Кузнецовпа тĕл пулнă. Леонид Валерьевич выльăх-чĕрлĕхĕн 11 уйăхри кăтартăвĕпе паллаштарнă.

Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ П. Ефимов районти эпизооти лару-тăрăвĕ, чирсене хирĕç кĕрешсе туса ирттерекен профилактика мероприятийĕсем пирки каласа панă.

Ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă май С. Скворцов Ф. Чабатов фермерăн выльăх пусса тирпейлекен пунктĕнче тата выльăха пуснă хыççăн юлакан каяша утилизацилекен завода тунă çĕрте пулнă. Кунта пурне те техника регламенчĕ ыйтнă пек пурнăçланине курса ĕненнĕ. Сăмах май, объекта çак уйăхăн вĕçĕнче хута яма палăртаççĕ.

О. ПАВЛОВА



14 декабря 2018
09:56
2018 год
Поделиться