Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Наци культури аталанать

Шăмăршă районĕнчи централизациленĕ клуб системин Палтиелĕнчи культура çуртĕн-че "Тутар культурин кунĕ" конкурс иртрĕ. Унта Шăмăршă, Патăрьел районĕсен, çавăн пекех Тутар Республикин Çĕпрел районĕн художество пултарулăх коллективĕсем хутшăнчĕç.

Пирĕн район чысне вара Тутар Сăкăт, Шăнкăртам, Хирти Пикшик, Кзыл Камыш ялĕсенчи пултарулăх ушкăнĕсем хỹтĕлерĕç. Ăсталăх шайĕ пысăк пулнăран, тутар наци культурине аталантарас ĕçе тивĕçлĕ тỹпе хывнăран коллективсем грамотăсене тивĕçрĕç.

Уявра тутар литературине, декораципе ĕçлев ỹнерне, çи-пуçа кăтартакан выставка та ĕçлерĕ.

А. ИВАНОВА



11 декабря 2018
13:39
2018 год
Поделиться