Чечек аксан хыт хура шăтмĕ…

Юлашки çулсенче чылай капăрланнă Патăрьелĕм паян чечексен ытамĕнче тата хитререх курăнать. Хăш-пĕр кантурсемпе офиссен умĕ çеçкесен галерейи тейĕн! Куçа йăмăхтаракан розăран пуçласа петуни, бархадцы, лилия, мальва... таранах ỹсеççĕ. Асамат кĕперĕн кашни тĕсĕ пур вĕсем çинче. Кăмăла çĕклекен, чуна сиплекен асамлăх евĕр хăйсем патнелле туртаççĕ çеçкесем. Чăн-чăн илемлĕх тĕнчи! Район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн, тĕп библиотекăн, "Сказка" ача сачĕн, Россельхозбанкăн, "Юхма" хăна çурчĕн, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн, "Пегас" кафен, "Золотой век" магазинăн умĕсенчен иртсе çỹрекенсем чечек аллейипе утнă пекех туяççĕ-тĕр. Пенси фончĕпе почта уйрăмĕн, районти ЗАГС пайĕн, тĕп аптека ĕçченĕсем те çулсеренех хăйсен çурт умĕсене кăтартуллă тытаççĕ, çумкурăк пусса кайма памаççĕ. Чылайăшĕ нумай çул ỹсекен чечексем лартаççĕ, пĕр çул ỹсекеннисемпе клумбăсене ăсталаса хитрелетеççĕ. Кашнийĕ ку чухнехи дизайн вăрттăнлăхĕсемпе усă курма тăрăшать.

Маларах асăннă офиссемпе организаци-учрежденисенче çак ĕçе ертỹçĕ ертсе пыни паллă-ха. Ырă ĕçшĕн вĕсене пуç таймаллла. Патшалăхăн çурчĕсенче пурăнакан уйрăм хастарсем хăйсен пуçарăвĕпе, чун киленĕçĕпе клумбăсем йĕркеленĕшĕн вара тав тумалăх та, мухтамалăх та пур. Акă, Ленин проспектĕнчи 45, 47 çуртсенче пурăнакан Т. Шакмакова, Е. Маркова, С. Ефимова, Л. Краснова, М. Андреева, Р. Ширтанова хăйсен пахчисенче çеç мар, çынсем утса çỹрекен тротуар хĕррисемпе те чечексем акса ỹстереççĕ. Шăрăх кунсенче вĕсене шăвараççĕ, çум курăкран тасатаççĕ. Вăрлăхĕсене те хăйсемех хатĕрлеççĕ. Урăхла каласан, пĕр тăкаксăрах тавралăха илем кĕртсе çынсене савăнтараççĕ. Тепĕр хастар ятне те асăнмасăр иртес килмест. Ленин урамĕнчи 34 çурт умĕнче те çулсеренех хитре чечексен клумбисене те асăрхамасăр иртеймĕн. Унăн авторĕ _ Л. Бурудукова. Пенсионерка çурт умĕнчи пушă вырăна çуллахи вăхăтра чăн-чăн çеçке тĕнчине çавăрать. Ăна хăех кăпкалатать, вăррисене акать, çумласа, шăварса тăрать.

Ял тăрăх депутачĕсен пуçарăвĕпе хамăр пурăнакан хăш-пĕр кĕтессем илемлĕ ландшафт вырăнне çаврăнни те кăмăллă. Ял тăрăх депутачĕ Олег Лаврентьев тăрăшулăхĕпе Советсен урамĕнчи çул хĕрринче хитре чулсенчен ăсталанă сăртлă вырăнти хăйне евĕр ăрасна ỹсентăрансене те никам та пахаламасăр иртсе каймĕ. "Халăх тарçи" хăй умне тирпей-илем кĕртнипе çеç çырлахман, унчченсенче çынсем ăпăр-тапăр пăрахса хăваракан вырăна кану кĕтесĕ евĕр тирпейлесе хунă. Пăхма та илемлĕ! Ырă ĕçшĕн сăвап та пулĕ, ырă ят та юлĕ.

Ял илемĕшĕн хыпăнса ỹкекен хастарсем ялсенче те çук мар. Хапха умĕсене тĕрлĕрен кĕлеткесемпе пуянлатаççĕ, йывăçсем лартса ешĕллетеççĕ, чечексемпе капăрлатаççĕ. Никам хушмасăрах, пĕр тăккаланмасăрах çапла ĕçлеççĕ. Çак кунсенче Çĕньял ял тăрăхне кĕрекен Анат Тăрмăш ялĕнчи Туслăх урамне кайса курнисем тĕлĕнмесĕр килеймĕç. Хăйсен касне çул сарса панă хыççăн кунта килĕрен тенĕ пек çеçке "чирĕпе" аптăранă. Чечек аксан хыт хура шăтманни вара каламасăрах паллă.

01 августа 2017
16:13
Поделиться