Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

2019.07.02 Тимĕре тутăх çиет, сывлăха - наркотик (газета "Авангард")

Районти наркотиксемпе кĕрешекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ, комисси председателĕ Рудольф Селиванов ертсе пынă. Унăн ĕçне район прокурорĕ Николай Осипов, район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕн çумĕ Николай Анисимов, Патăрьел, Пăлапуç Пашьел, Первомайски ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Николай Ялуков, Владимир Никитин, Станислав Никитин тата ыттисем те хутшăннă.

Паян наркотикпа ун тытăмлă япаласем уйрăмах çитĕнекен ăрушăн пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Çак амак пирĕн тăрăхра ан сарăлтăр тесе районти комисси тăтăшах çамрăксем хушшинчи лару-тăрăва сăнаса тăрать, тĕрлĕрен пĕтĕмлетỹ тăвать. Черетлĕ ларура комисси членĕсем 2018 - 2019 вĕренỹ çулĕнче ачасем хушшинче наркотикпа ăс-тăна улăштаракан тытăмлă япаласемпе усă курнине тупса палăртас тĕлĕшпе йĕркеленĕ социаллă психологилле тест результачĕсене пăхса тухнă, наркотиксене Интернет тетелĕнче, социаллă сетьре мĕнле сарнине тата пропагандăланине мониторинг тунă. Ларура ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем вырăнсенче çынсем наркотик тытăмлă ỹсен-тăрансем çитĕнтерессинчен асăрхаттарас тĕлĕшпе халăхпа мĕнле профилактика ĕçĕсем ирттернипе паллаштарнă.

Усалăн ури саккăр теççĕ. Вăл яланах хăвăрт сарăлма, ĕрчеме пултарать. "Районта паян ку тĕлĕшпе проблема пулманни лăпланса лармалли сăлтав пулмалла мар. Çамрăксене ытларах хамăрăн йăла-йĕркепе, культурăпа çыхăннă ырă мероприятисене явăçтармалла",- тенĕ Рудольф Васильевич ыйтăва çивĕчлетсе.

А. НИКОЛАЕВА