Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çавра сĕтелте - сунарçăсем

30 октября 2018 г.

Патăрьелĕнчи бизнес-инкубаторта сунарçăсен черетлĕ канашлăвĕ иртнĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов ертсе пынă. Мероприятие республикăри çут çанталăк министерствин "Чĕр чунсене тата уйрăм çут çанталăк территорие сыхлакан дирекци" учрежденин аслă инспекторĕ А. Кудрявцев, Патăрьелĕнчи сунарçăсемпе пулăçсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Е. Алешев, "Люльское" сунар хуçалăхĕн представителĕ Х. Басыров тата сунарçăсем хутшăннă.

А. Кудрявцев сунара тухма ирĕк паракан лицензи пама тытăннине, октябрĕн 1-мĕшĕнчен хир сыснисене пеме юранине, анчах вĕсен амисене тĕкĕнмелле маррине каланă. Çавăн пекех Чăваш Енре хăнтăрсемпе ондатрсене, мулкачсене тытма юрать. Андрей Михайлович чĕр чунсене тата çут çанталăка сыхласа туса ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, малашлăхри тĕллевсемпе паллаштарнă.

Вăрманта та халь вăй хумалли чылай. Хальтерех туса ирттермелли ĕçсем пирки Е. Алешевпа Х. Басыров пĕлтернĕ.

Канашлура килти тата тискер чĕр чунсен хăрушă чирĕсем, вĕсене сарăлма парас марришĕн пурин те пĕрле тăрăшмалли пирки те сăмах хускатнă.

(Хамăр корр.).

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика